Ялсенче сывлăх учрежденийĕсем çĕнелеççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 26.09.2025, 09:12 Просмотров: 37

Сывлăха тĕрĕслеттерме, çирĕплетме юлашки çулсенче майсем ытларах та ытларах пулса пыраççĕ. Çакна хамăр округри ĕçсенчен те лайăх куратпăр эпир.

Муркаш муниципалитет округĕнчи сывлăх сыхлав объекчĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Ку учрежденисене çĕнетесси «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕ шайĕнче пулса пырать. Çак проект çынсен пурнăç условине лайăхлатассипе тата медицина пулăшăвне илессине ансатлатассипе курăмлă ĕçлет.

Проект витĕмĕпе туса панă условипе пирĕн туллин усă курма тăрăшмалла. Проектăн тĕп тĕллевĕ шутĕнче: медицина учрежденийĕсен инфраструктурине модернизацилесси, вĕсем пациентсемшĕн меллĕ пулччăр тесе çĕнĕ йышши оборудованипе тивĕçтересси. Кăçал пирĕн округра 9 фельдшерпа акушер пунктĕнче, 3 врач амбулаторийĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Çак вăхăт тĕлне подряд организацийĕсем Тушкассинче, Тивĕшре, Çурлатринче, Апчарта, Анаткассинче тата Кив Матьăкра объектсене капиталлă юсаса çĕнетессине вĕçленĕ.

Асăннă учрежденисенче çурт çивиттине, хутса ăшăтмалли тата ăшăпа тивĕçтермелли системăсене, шыв юхтарса кăлармалли тата çутăпа тивĕçтермелли системăсене, пушар сигнализацине çĕнетнĕ. Пациентсене йышăнмалли кабинетсене, процедура кабинечĕсемпе ытти кабинетсене, санитари пÿлĕмĕсене юсанă. Утса куçса çÿремеь йывăр категорири çынсем валли те меллĕ услови туса панă, пандуссемпе ытти оборудовани вырнаçтарса панă.

«Ял çĕнелет» проект Чăваш Ен Цифра министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6