Муркаш район прокуратури çул çитмен ачан айăплавĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе суда тăратрĕ. 14 çулхискерне РФ УК 158 статьян 2 пайĕнчи «б,в» пунктсенчи йĕркесене (кража, совершенная с незаконным проникновением в помещение, с причинением значительного ущерба) пăсни пирки çирĕплетме сăлтав çителĕклĕ.
Малтанхи следстви çапла палăртать. Çул çитмен ача Исетерккĕ ялĕнче пĕр çыннăн хуçалăхĕнче питбайк пулнине пĕлнĕ. Майăн 26-мĕшĕнче вăл кил хуçи килте çуккипе усă курса, картишне кĕнĕ те сарай алăкне уçма хăтланнă. Унта 100 пин тенкĕ ытла тăракан питбайк упраннине пĕлнĕ вăл. Сарай алăкне кăштах тайăлтарнă та алла телефон тытса шала чикнĕ, алăка шалтан мĕнле питĕрнине пĕлме ÿкерсе илнĕ. )керчĕке тишкернĕ хыççăн патакпа çăрана хирсе алăка уçса кĕнĕ. Ача питбайка сарайĕнчен тĕксе тухнă. Питбайкăн уççи пĕрле пулманран провод урлă тапратма хăтланнă, анчах та тапратайман. Ăна çывăхри йывăçсем патне çити тĕксе çитернĕ те пытарнă. Тепĕр кунхине кил хуçи питбайк çуккине асăрханă та полицие заявленипе тухнă. Оперативлă следстви вăхăтĕнче çак ача айăплă пулине тупса палăртнă, çирĕплетнĕ. Вăл çакна йышăннă, питбайка ăçта пытарнине пĕлтернĕ. Полици сотрудникĕсем питбайка хуçине тавăрса панă. Район прокурорĕ айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетрĕ, ĕçе суда тăратрĕ. Çамрăка халĕ айăплав кĕтет.
Алексей ГАЛАХОВ, Муркаш район прокурорĕ.
Август 2026 |
