Тылпа фронт пĕрлĕхĕ çĕнтерĕве çывхартать

Категория: Общество Опубликовано: 26.09.2025, 09:05 Просмотров: 42

Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа вăхăчĕ самай иртрĕ.

Мобилизаци ирттерессине пĕлтернĕренпе виçĕ çул пулчĕ. Çапла илемлĕ кĕр кунĕсемччĕ ун чухне, сентябрь уйăхĕ вĕçленсе пыратчĕ, салтаксем пĕрин хыççăн тепри алла повестка илме пуçларĕç. Тăван çĕршыв хăйне хÿтĕлеме чĕнчĕ. Ял-йыш салтаксене мобилизаци йĕркипе вăрăм çула ăсатма тытăнчĕ. Салтаксем чапшăн мар, хăйсем арçын пулнине çирĕплетрĕç. Ырă кăмăллă çынсем салтаксене кирлĕ япаласем пухса парса яма тытăнчĕç. Çĕршыва хÿтĕлессине мала хуракансем вара тупăнсах пычĕç. Салтаксене фронтра мĕнле йывăррине, паллах, пурте ăнланмасть. Тус-юлташ вара йывăрлăхра палăрать, теççĕ халăхра. Çак каларăш паянхи йывăр лару-тăрура лайăх курăнать. Ырă чун-чĕреллĕ çынсем, волонтерсем пирĕн хушăра сахал мар. Çакна эпир салтаксене пулăшма хастар хутшăнакан çынсен ĕçĕсенчен те лайăх куратпăр. Хăш-пĕр волонтерсем килти ĕçе пăхмасăр тата укçа-тенкĕне шеллемесĕр фронта пулăшма тăрăшаççĕ. Çавăн пек ырă кăмăллă çынсене эпĕ сахал мар пĕлетĕп. Вĕсем пенси е ĕç укçинчен уйăхсерен пулăшу уйăраççĕ. «Уйăхсерен 1 пин тенкĕ салтаксем валли куçарнăшăн эпĕ çука юлмастăп. Манран çавăн пек пулăшу та пулин пултăр, çимелли тата гигиена хатĕрĕсем хатĕрлерĕм», – çапла каланине пĕрре мар илтетĕп. Эпĕ вĕсемпе хăпартланатăп тата тĕлĕнетĕп те вĕсенчен. Хÿтлĕх сетки çыхакансем те салтаксен пурнăçне çăлса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Çу каçа çак ĕçе чарман ялсем те пур. Волонтерсем – чăн-чăн патриотсем. Иртнĕ эрнере Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариатне пилĕк волонтер ячĕпе Раççей Оборона министерствин «За помощь фронту» медаль килсе çитрĕ. Ведомство наградине Владимир Шилова тата Александр Ишакова (сăн ÿкерчĕкре сулахайран виççĕмĕшĕпе тăваттăмĕшĕ) Евгений Степанов çар комиссарĕ парса чысларĕ. Асăннă волонтерсем – сăпайлă çынсем, çавăнпа та хăйсем пирки ытлах калама килĕшмерĕç.

– Сирĕн гражданла позици çирĕп, çавăн пек хастар çынсен тăрăшулăхĕ паян пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕнтерĕве çывхартассинче пĕрле эпир пысăк ĕç тăватпăр, – терĕ çар комиссарĕ вĕсене хавхалантарса. Волонтерсем фронтри ентеш-салтаксем ыйтнипе тĕллевлĕ ĕçлесе пыраççĕ. Çатракасси территорийĕнчи Евгений Любимов (сăн ÿкерчĕкре сулахайран иккĕмĕшĕ) ятарлă çар операцине хутшăнать.

– Тавах пулăшса пынăшăн, манса каймастăр пире. Эсир пулăшнипе эпир çĕнтеретпĕрех. Малаллах куçса пыратпăр, çĕнтерÿччен нумаях юлмарĕ тетпĕр. Кам пулăшса пырать – вĕсене салтаксем, ашшĕ-амăшĕ яланах асра тытать, – терĕ вăл. Евгений – çар ĕçĕн ветеранĕ, Чечня вăрçине хутшăннă. 1995 – 2008 çулсенче çар çынни пулнă. Хыççăн урăх ĕçе куçнă.

– Çапла ятарлă çар операцийĕ те пуçланчĕ. Килти лару-тăру пирки малтанхи вăхăтсенчех тухса кайма май килмерĕ. 2023 çулхи июльте хамăн ирĕкпе тăшмана çĕнтерес шухăшпа килтен тухса кайрăм. Çапăçу ĕçĕнчи ăсталăх пурччĕ манăн. Çапăçура кашни салтак пĕлтерĕшлине лайăх пĕлетĕп. Пурте пĕр килти пекех пурăнатпăр, ĕçлетпĕр, пурин те пĕр тĕллев. Йывăрлăх çывăхлатать. Мана рота старшини пулма шанчĕç, батальон старшинин тивĕçне пурнăçлатăп. Çар техникине юсатпăр, эвакуацилетпĕр, салтаксене юсавлă техникăпа тивĕçтеретпĕр. Пĕтĕмĕшле илсен фронтри техника юсавлăхĕ пирĕн çинче. Мĕн чухлĕ хăвăртрах ĕçлетпĕр, çавăн чухлĕ маларах каятпăр. Муркашсем фронта пулăшсах тăраççĕ, тавах вĕсене, – калаçăва тăсрĕ вăл. Сăпайлах мар пулин те, эпĕ унăн наградисемпе кăсăклантăм. «Наградисем вĕсем пур, малтанхисем те. Мĕнле панă вĕсене, çапла упранаççĕ, мухтанма юратмастăп», – терĕ ятарлă çар операцине хутшăнакан Евгений Любимов.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6