Çу кунĕсем хаваслă та усăллă иртрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 26.09.2025, 08:59 Просмотров: 34

Сăн ÿкерчĕкре эсир «Чăваш Енти савăнăçлă çу кунĕсем» проекта пурнăçлама, йĕркелеме активлă хутшăннă хастар çынсене куратăр. Вĕсем регион пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç. Çак ятпа вĕсене Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезывчайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ Сергей Павлов тата Муркаш округ пуçлăхĕ Алексей Матросов чысларĕç.

Аса илтеретпĕр, июнĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енте регион пуçлăхĕ Олег Николаев сĕнĕвĕпе «Чăваш Енти савăнăçлă çу кунĕсем» проект старт илчĕ. Вăл культура, спорт тата кану мероприятийĕсен пĕрлехи бренчĕ пулса тăчĕ. Кăмăл тăвакансем унта кĕртнĕ ĕç-хĕле https://яркоелето.чувашия.рф порталта пăхса пычĕç. Чăваш Республикин Культура министерствин официаллă сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, проект пуçланнăранпа регионта 2600 ытла мероприяти ирттернĕ, вĕсене 800 пин ытла çын хутшăнма пултарнă. Çакă йăлтах культура навигаторĕ пулăшнипе иртнĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вара проект «Ярко в Чувашии» ятпа ĕçлĕ. Çак шайри мероприятисем республикăра малалла пырĕç. Çÿлерех асăннă сайтра экскурсисем пирки те пĕлме пулать, унта культура мероприятийĕсенче пулса курма билетсене онлайн мелпе сутассине те пĕлтереççĕ. Проект сайчĕ мероприятисен тулли афиши пулса тăрать — пысăк фестивальтен пуçласа уявсемпе спорт турнирĕсем таранах. Интерактивлă карта регионта иртекен событисене çăмăллăнах тупма май парать, вăл е ку мероприятие суйласси — çыннăн кăмăлĕ. Проектăн тĕллевĕ – канăва, вăхăта усăллă ирттерме пулăшасси. Проекта эсир те хутшăнмасăр тăрса ан юлăр.

Сăн ÿкерчĕкре: клуб ĕçченĕ Татьяна Казакова, библиотека ĕçченĕ Алина Любимова, культура пайĕн ĕçченĕ Татьяна Любимова, клуб ĕçченĕ Александр Семенов.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6