Вырмана тата ял пуласлăхне тишкерчĕç

Категория: Общество Опубликовано: 26.09.2025, 08:54 Просмотров: 40

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев вице-премьер ертсе пынипе регионти муниципалитет округĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу пулчĕ. Унта вырма епле иртнине, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе усă курнине тĕрĕслесси мĕнле пынине, çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе ĕçленине тишкерчĕç. Çавăн пекех «Комплексное развитие сельских территорий» патшалăх программи шайĕнчи мероприятисене пурнăçланине пăхса тухрĕç. Вырма ĕçĕ юлашки лаптăксем çинче кăна юлнă. Сентябрĕн 17-мĕшĕнчи кăтарту тăрăх, вырмана 240,4 пин гектар çинче ирттернĕ. Пĕр гектар пуçне тивекен вăтам тухăç 36,8 центнерпа танлашать е иртнĕ çулхи вăтам тухăçран 30 процент ытларах. Иртнĕ çул вăл 28,1 центнер пулнă. 883,8 пин тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Вырма ĕçĕ иртнĕ çулхинчен каярах юлса пычĕ, ку маларах тăтăш çумăр çуса тăнипе çыхăннă. Уçă вырăнта ÿсекен пахча çимĕçе 192 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, çĕр улмие – 1319 ьгектар çинчен, техника культурисене – 12 пин гектар çинчен. Патăрьел, Елчĕк, Вăрнар, Çĕрпÿ округĕсенче вырма ĕçĕ хăвăртрах пынă. Çавăн пекех канашлăва хутшăнакансем кĕр аки валли уй-хир хатĕрлес ыйтăва та тишкерчĕç. Пĕтĕмпе кĕр акине 78,1 пин гектар çинче ирттерме палăртнă. Сентябрĕн 17-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе 55,5 пин гектар е планпа пăхнин 71 процентне акнă. Хуçалăхсем вăрлăха мĕн кирлинчен ытларах та хатĕрленĕ, 19,5 пин тонна кирлĕ пулсан вĕсем 23,3 пин тонна янтăланă. Андрей Макушев сведенисене федерацин патшалăх информаци системине кĕртессине йĕркелесе çитерме сĕнчĕ. Унта тĕш тырă туса илни тата ăна тирпейлени, мĕн чухлĕ акни курăнать. Вăл хушнă тăрăх, даннăйсене кĕске вăхăтра кĕртсе çитермелле, çавна май регионти чăн лару-тăру курăнса тăмалла. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем тĕлĕшпе муниципалитет тĕрĕслевĕ ирттересси –уйрăм ыйту пулчĕ. Ку енĕпе муниципалитет округĕсен ĕçлемелли сахал мар. Округ пуçлăхĕсемпе «Комплексное развитие сельских территорий» патшалăх программи шайĕнчи мероприятисене пăхса тухрĕç, хăш проектсемпе ытларах ĕçлемеллине палăртрĕç. Кăçал регионта 1555 пуçарулăх проекчĕ пурнăçланать, 1003 проекта вĕçне çитернĕ. Канашлура ытти ыйтăва та пăхса тухрĕç. Муниципалитетсене пуçарулăх проекчĕсене пурнăçлама уйăрнă укçана кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕччен усă курса пĕтерме сĕнчĕç. «Ĕçе пахалăхлă пурнăçланă, çапах та малта пысăк тĕллевсем. Ăна валли пурин те пĕрле тата тимлĕ ĕçлемелле», – палăртрĕ Андрей Макушев.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6