Муркаш шкулĕ котировкăсен электрон запросĕн итогĕпе килĕшÿллĕн Шупашкарти «Спецстрой» обществăпа икĕ контракт тунă. Сăмах Кашмаш шкулĕн территорине тирпей-илем кĕртесси пирки пырать. Контрактсен пĕтĕмĕшле хакĕ 14 миллион тенкĕпе танлашать.
Подрядчикăн, контрактсемпе килĕшÿллĕн, шкул территорине 2025 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕччен тирпей-илем кĕртмелле. Ĕçсем шутне çаксем кĕреççĕ: демонтаж тăвасси, тасатмалли сооруженисем вырнаçтарасси, дренаж йĕркелесси, картасене тата çулсене çĕнетесси. Кунта шкул территорине симĕс ÿсен-тăранпа илемлетесси те кĕрет. «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе хулара та, ялта та шкул территорисене тирпей-илем кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак ĕçсене педагогсемпе ачасене валли хăрушсăр тата хăтлă условисем туса парас тĕллевпе пурнăçлаççĕ. Вăл шкулсен сăн-сăпатне улăштарма май парать», – палăртать республикăри Тарифсен службин ертÿçи Сергей Егоров.
Чăваш Республикин Конкурентлă политикăпа тарифсен патшалăх служби.
Август 2026 |
