Чи пĕчĕк ĕç укçи 2026 çулхи январьтен çĕршывра 20 процент ÿсет, вăл 27093 тенкĕпе танлашать. Кун пирки РФ премьер-министрĕ Михаил Мишустин сентябрĕн 24-мĕшĕнче пĕлтернĕ.
«Чи пĕчĕк ĕç укçи 20 процент ытла ÿсет, çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 27093 тенкĕпе танлашать», – пĕлтернĕ вăл правительство ларăвĕнче. Çавăнпа пĕрлех Михаил Мишустин чи пĕчĕк ĕç укçине малашне те ÿстерсе пырассине каланă. Чи пĕчĕк ĕç укçине хăпартни ку хутĕнче 4,5 миллион çын ĕç укçине ÿстерме май парать.
«Известия».
Август 2026 |
