Сăн ÿкерчĕкре Изабелла Ферапонтовăна куратăр. Вăл – пысăк стажлă ăста педагог, 2005 çултанпа «Путене» ача садне ертсе пырать, унччен те вĕренÿ сферинче тăрăшнă. Ăна коллектив тата ача садне çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕ хисеплет. «Ача сачĕн ÿсĕмĕ – коллективăн çитĕнĕвĕ», – тет вăл.
Тăрăшулăхне, пултарулăхне кура Изабелла Владимировна чылай наградăна тивĕçнĕ. Вăл шутра – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕ, Чăваш Республикин Вĕренÿ, наукăпа аслă шкул министерствин Хисеп грамоти, Патшалăх Думин депутачĕн Тав çырăвĕ, «Раççей Федерацийĕн Пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн Хисеплĕ ĕçченĕ» ят, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Тав çырăвĕ тата ытти те.
Роза ИЛЛАРИОНОВА
Август 2026 |
