Республика бюджечĕ ÿсет тата социаллă тĕллевлĕ пулса тăрать. Çапла пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче.
Анчахрах, 2024 çул итогĕсемпе, вăл пĕрремĕш хут 100 миллиард тенкĕ урлă каçрĕ. Халĕ эпир тăкаксен пайĕ 120 миллиард тенкĕ патне çывхарнине куратпăр. Çавна май çынсем валли пĕлтерĕшлĕрех проектсем вăя кĕртме пултаратпăр. Уйрăмах социаллă гарантисемпе наци тĕллевĕсене пурнăçласси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Тĕп енсем – ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшасси, вĕренÿпе сывлăх сыхлав сферисене аталантарасси, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха çĕнетесси. Çаксем çынсене ытларах хумхантараççĕ. Эпир çавăн пекех экономикăна çирĕплетесси çине тимлĕ пăхатпăр. Вăл республикăна тăнăç аталанма май памалла, тенĕ регион ертÿçи.
Август 2026 |
