Пурнăçри юлашки çулсенчи улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем пенсие тухассине те айккинче хăвармарĕç. Тивĕçлĕ канăва саккунпа çирĕплетнĕ çултан маларах тухасси – патшалăхăн граждансен хăш-пĕр категорине пырса тивекен уйрăм йĕрке. Кун пеккисен шутĕнче – нумай ачаллă амăшĕсем, инвалид ачаллă ашшĕ-амăшĕ, Чернобыль инкекне сирме хутшăннисем, инçет Çурçĕрте пурăнакансем, пысăк ĕç стажĕллĕ граждансем. Саккунпа çавăн пекех ыттисенчен маларах тивĕçлĕ канăва тухмалли професси ĕçченĕсене те палăртнă.
Кăçал çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Республикинче пенси срокĕ çитмесĕр тивĕçлĕ канăва тухнисем 1548 çын. Вĕсенчен 584-шĕ – уйрăм професси представителĕ. Ватлăха кура паракан страхланă пенсие арçынсене 65 çулччен, хĕрарăмсене 60 çулччен вĕсен ĕç хăрушлăхне, стажне, уйрăм ĕçсенче вăй хунине кура тата индивидуаллă пенси коэффициенчĕ 30-тан пĕчĕккĕ пулмасан, иртерех те кăларма пултараççĕ. Чăваш Республикинче 2025 çулта çирĕплетнĕ йĕркерен маларах тивĕçлĕ канăва тухнисем:
йывăр ĕç условийĕсенче вăй хунă 347 гражданин;
нумай çул çĕр айĕнче, йывăр ĕç условийĕсенче тата вĕри цехсенче ĕçленĕ 119 çын;
чукун çул транспорчĕ çинче ĕçленĕ тата кунта пассажирсене турттарассипе хăрушсăрлăх йĕркине тивĕçтернĕ, локомотив бригадисенче тата уйрăм категорисенче вăй хунă 22 ĕçчен.
Çăмăллатнă категори ĕçченĕсен шутне çавăн пекех пассажирсем турттаракан маршрутсемпе автобус, троллейбус тата трамвай çинче ĕçленĕ водительсем те кĕреççĕ. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа çак профессире вăй хунă 4 ĕçчен тивĕçлĕ канăва иртерех тухрĕ. Тивĕçлĕ канăва ялта 25 çул, хулара 30 çул вăй хунă медицина ĕçченĕсемпе 25 çул стажлă педагогсем ятарлă стаж тултарсан тухма пултараççĕ. 2025 çулхи пĕрремĕш çур çулта çак йĕркепе пирĕн регионта 43 медицина ĕçченĕпе 26 педагог пенси илме пуçланă.
Кунта çакна та палăртса хăвармалла. Медицина тата педагогика ĕçченĕсене ятарлă стаж тулнă хыççăн кирлĕ чухлĕ вăхăт иртсен тин пенси тÿлеме пуçлаççĕ. Тĕслĕхрен, ятарлă стаж 2025 çулта тулнă пулсан, пенси тÿлевĕ 2030 çултан пуçланать. Маларах каланипе тĕплĕнрех Раççей Социаллă фончĕн сайтĕнче паллашма пулать. Граждансен тивĕçлĕ канăва тухма маларах хатĕрленме пуçламалла. Малтанах харпăр хăйĕн индивидуаллă счечĕ урлă ĕç-хĕл кăтартăвĕсене пăхмалла. Енчен те кăтартусем тулли мар пулсан, хăвăра хумхантаракан ыйтусемпе Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмне тухмалла, ĕç стажĕ пирки çитмен документсене тăратмалла. Пенси илме ыйтса çырассине тата ăна хăвăр пата çитермелли меле «Госуслуги» порталта е харпăр хăй кайса Раççей Социаллă фончĕн регионти уйрăмĕнче тума юрать. Ыйтусем пур пулсан, Раççей Социаллă фончĕн регионти уйрăмĕн контакт-центр специалисчĕ патне тухма пултаратăр (шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне). Тел.: 8-800-100-00-01.
Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пресс-служби.
Август 2026 |
