Эпир те çурлапа тырă вырнă

Категория: Общество Опубликовано: 19.09.2025, 09:22 Просмотров: 60

Тăван округ историйĕ унăн ĕçченĕн пурнăçĕпе тачă çыхăнура тăрать. Вăл вара – Муркаш енре пурăнакансен мухтавлă çулĕ. Кунта кашни ял, пĕрлешÿллĕ хуçалăх, предприяти-организаци пирки, уйрăм ĕç коллективĕ çинчен каласа пама пулать. Вĕсем пурте хамăр ен аталанăвне пысăк тÿпе хывнă, çамрăксене ĕçе юратма тата Тăван çĕршывшăн вăй хума вĕрентнĕ.

Муркаш муниципалитет округĕ тесен нумайăшĕ «Знамя труда» пĕрлешÿллĕ хуçалăха нумай çул ертсе пырса, унăн аталанăвне тăтăшах çĕнĕлĕхсем кĕртсе пырса Ĕç Геройĕ ята тивĕçнĕ ентешĕмĕр Евтихий Андреев пирки сăмах хускатать. Çакă ахальтен мар. 1982 çулччен асăннă хуçалăхра уй-хир ĕçченĕсем тырă-пулăна çурлапа вырнă. Çав вăхăтрах нумай çĕрте механизаторсем «хир карапĕсемпе» вырма ирттернĕ. Анчах комбайнсемпе çухату пысăк пулнă – 40 процента яхăн. Çакна шута илсе «Знамя труда» пĕрлешÿллĕ хуçалăх пурнăç улшăнса пынине пăхмасăрах ĕçе техника пулăшăвĕпе тума васкаман. Çавăнпа та асăннă хуçалăх ĕçченĕсемшĕн – аслисемшĕн те, ачасемшĕн те – вырма çулленех пысăк вăйсем хутшăнтаракан пĕлтерĕшлĕ ĕç, çирĕп тĕрĕслев шутланатчĕ. Ял çыннин пурнăçĕнче утă уйăхĕн юлашки вунăкунлăхĕнчен пуçласа авăн уйăхĕчченех хĕрÿ тапхăр пулса тăратчĕ. Таврара 30 градус шăрăхчĕ. Эпир вара 7 сехетрен пуçласа 21 сехетчен çурласемпе тырă-пулă пуссинчеччĕ. Нумайăшĕ çурлапа пÿрнисене те касса яратчĕç, анчах йывăр тесе нăйкăшакан пулман. Каç сулхăнĕнче канасси пирки ĕмĕтленсе эпир те – аслă çулхи ачасем – атте аннесенчен юлмасăр ĕçлеттĕмĕр. Вырма пире йывăрлăхсене çĕнме, перекетлĕ пулма вĕрентетчĕ. Çав ырă енсене эпир хамăр пурнăçра кайран та малалла аталантарса пытăмăр. Тырă вырнă хыççăн кĕлтесене авăртасси вăй илетчĕ. Кунта та эпир, ачасем, выляса ĕçлеттĕмĕр. Ĕç вăхăтĕнчи вăйă-кулă, кÿршĕ пахчана черетпе пан улми патне чупни – пирĕн ачалăхăн тепĕр енĕ. Çул хыççăн çул иртрĕ. Ачалăх пĕр сисĕнмесĕрех хыçа юлчĕ. Эпĕ вара паян çав вăхăтра хама та çурлапа тырă вырма тÿр килнишĕн савăнатăп. Ку вăл ĕçпе пĕрлех пирĕн воспитани те пулнă. Эпир çăкăра, ăна ÿстерекенĕн ĕçне хаклама вĕреннĕ. Çав вăхăтра алăра çурла тытакан ачасем эпир ялан пĕр йышраччĕ. Çĕре юратасси пирĕн чĕререччĕ. Катана юлнă çав çулсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăх уй-хирĕнче çурлапа тырă вырни манăн асран тухмасть.

Борис ВАСИЛЬЕВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6