Пан улмине чылай упрас тесен

Категория: Общество Опубликовано: 19.09.2025, 09:15 Просмотров: 65

Ялта пурăнаканăн килти хушма хуçалăхĕнче пуян пан улми сачĕсем сахал мар. Вĕсемпе ял çынни уйрăмах хĕл кунĕсенче тулăххăн усă курма тăрăшать: çавна валли типĕтет, варени-компот хатĕрлет е пан улмине хĕл каçма нÿхрепе управа хурать. Çак ĕçсен кашнийĕнех ырă енĕсем пур, анчах вĕсем сад хуçинчен пурте хăйне евĕр тимлĕх ыйтаççĕ.

Ăнса пулнă пан улмине хĕл каçарма управа хурасси пĕртте çăмăл ĕç мар. Çакна ĕçе тĕрĕс хатĕрленни, управ мелне сорта кура суйласа илни, çак ĕçе вăхăтра туса ирттерни сире сивĕ хĕл кунĕсенче те хăвăр сад-пахчари çимĕçпе савăнса пурăнма май парать. Тĕрĕс управа хунă пан улми хĕл кунĕсенче сĕтел çине илемлетет тата кил хуçин сывлăхĕ çине те ырă витĕм кÿрет. Çавăнпа ял çынни ăна ăнса пулнă çулсенче управа ытлă-çитлĕ хума тăрăшать.

Управа хат ĕрленесси

Пан улмине нумай вăхăт упрасси ăна пуçтарнă вăхăтранах тытăнать. Тĕп услови – çирĕп пан улмисене çеç управа хурасси. Аманнă е чирлĕ çимĕçсем хăвăрт пăсăлаççĕ тата пĕрле управа хунисене те чирлеттереççĕ, таса-сывă упранма памаççĕ. Пан улмине нумай вăхăта упрама хурас тесен кил хуçин çак йĕркесене çирĕп пăхăнмалла:

пĕрремĕшĕ – пан улмине типĕ те уяр çанталăкра пуçтарăр, çумĕнчи аврине хăварсан вăл çимĕçе бактерисем кĕресрен сыхлать;

иккĕмĕшĕ – пан улми пуçтарнă чухне улмуççине ан силлĕр, çÿлтен ÿкекен пан улми туратсене е çĕр çине лексен аманать те унăн управ вăхăчĕ сахалланать;

виççĕмĕшĕ – управа хуриччен пан улмисене ан çăвăр! Çутçанталăк панă ăвăс çи пан улмишĕн хăйне евĕр хÿтлĕх. Пĕчĕк вараланчăк вырăнĕ асăрхасан ăна çийĕнчех типĕ мучалапа сăтăрса илĕр.

Сортлассин тапх ăрĕсем

1. Карантин. Татса пухнă пан улмисене çийĕнчех сивĕ пÿлĕме 7 – 10 кунлăха вырнаçтарăр – çак вăхăтра пан улмин унччен палăрман дефекчĕсем куç умне тухаççĕ. Вĕсене суйласа илме пулать.

2. Суйлав. Аманни палăрнă, чир паллисем е çĕрме пуçлани куç умне тухнă пан улмисене çийĕнчех суйласа илĕр.

3. Калăпăшĕпе сортласси. Шултра, вăтам виçеллĕ тата вĕтĕ пан улмисене управа уйрăммăн хурăр, мĕншĕн тесен вĕсем кăларакан этилен виçи пĕр пек мар.

4. Сортсемпе уйăрасси. Тĕрлĕ вăхăтра пиçсе çитекен пан улмисене уйрăммăн упрани вырăнлăрах тата усăллăрах пулнине шута илĕр.

Управ услови йĕсем

Хĕлле те сĕтел çине пан улми кăларса лартас текенĕн çак çимĕçĕн управ условийĕсене çирĕп пăхăнмалла. Кунта пан улми упраннă çĕрти сывлăш температури, нÿрĕклĕх тата вĕсем ытти çимĕçсенчен уйрăлса тăни пĕлтерĕшлĕ шутланнине асра тытăр. Пан улми пуçтарса кĕртнĕ хыççăн та «сывлама», этилен кăларма чарăнмасть. Çак процесс хăвăртлăхне чакарасси – çимĕçсене управа хураканăн тĕллевĕ. Кунта кил хуçин, тĕпрен илсен, çак параметрсене пăхăнмалла:

1. Сывлăш температури. Пан улми упрамалли чи лайăх диапазон – 0 градусран пуçласа 4 градус ăшăччен. Вăл пысăкрах пулсан çимĕçсем хăвăрт пулса çитеççĕ, пĕчĕкрех температурăра – шăнса пăсăлаççĕ.

2. Пÿлĕмри нÿрĕклĕх. Пан улмине управа хураканăн çакна уйрăмах асра тытмалла. Пÿлĕмри сывлăш нÿрĕклĕхĕ 85-95 процент пулни уйрăмах лайăх шутланать, мĕншĕн тесен нÿрĕк çитмесен пан улми типет, пысăкрах пулсан – çĕрĕк аталанма пуçлать.

3. Пÿлĕм тĕттĕм пулни тата лайăх вентиляци. Çутă сахал пулни пан улмине ватăлма памасть, сывлăш тăтăш куçни этилен пухăнассинчен сыхлать.

4. Управри кÿршĕсем. Пан улмине çĕр улмипе (крахмал тути çапса лартать) тата этилена ытларах туякан пахча çимĕçпе (кишĕр, пăрăç) кÿршĕллĕ ан упрăр. Унăн кÿршинче груша тата кăшман пулни ытлашши мар.

Управ мел ĕсем

Палăртмалла, управ мелĕсем нумай чухне сирĕн алă айĕнчи хатĕрсемпе тата пахчари пан улми тухăçĕпе çыхăннă.

1. Хутпа чĕркени. Управăн ку мелне суйласа илсен кашни пан улмине таса та типĕ хутпа чĕркемелле. Ку вăл пан улмисем пĕр-пĕринпе перĕнсе тăрассинчен тата çĕрĕк чирĕ сарăлассинчен сыхлать.

2. Сарса хуни. Пан улмисене ещĕке сийĕн- сийĕн хураççĕ те вĕсене пĕр-пĕринчен уйăракан хатĕрпе ярса лартаççĕ: хыр-чăрăш йывăççисен пăчăкă кĕрпипе, типĕ хăйăрпа, сухан хуппипе.

3. Полиэтилен пакетсемпе усă курни. Тĕллĕн-тĕллĕн шăтарнă полиэтилен пакетсене 2-3-шер килограмм пĕр сортлă пан улми хумалла. Кун пек чухне пакетсенче çĕрĕке чаракан микроклимат йĕркеленет.

Управ выр ăнĕсем

1. Путвал е нÿхреп. Ку чи меллĕ управ варианчĕ шутланать. Пан улми хунă ещĕксене путвалта е нÿхрепре ытти продуктсенчен уйăрсарах лартăр.

2. Балкон. Пан улми упрама йывăçран е пенопластран ăшă тытакан контейнерсем хатĕрлĕр. Çанталăк 5 градусран сивĕрех пулнă чухне вĕсене утиалсемпе витĕр.

3. Холодильник. Кунта улма-çырлапа пахча çимĕçĕн пысăках мар партийĕсене упрама меллĕ. Вĕсене пахча çимĕç хумалли уйрăма пакетсемпе хурăр.

4. Шăнтни. Пĕчĕккĕн туранă пан улмине холодильнике шăнтма хурăр. Вĕсем хĕлле компот, десерт вĕретме, кукăль пĕçерме меллĕ пулĕç.

5. Типĕтни. Вĕттĕн туранă пан улмине 65 градус ăшăра типĕтмелле те пир сумкăсенче е кантăк савăтра упрамалла.

Управ вăхăтĕнчи канашсем

  • Управа хунă пахча çимĕçе 2-3 эрнере пĕрре пăхсах тăрăр. Пăсăлма пуçланă çимĕçсене вăхăтра кăларса пăрахăр.
  • Улма-çырлара витаминсене ытларах упраса хăварас тетĕр пулсан, çимĕçсене нÿхрепре упрăр е шăнтса хурăр.
  • Ан манăр, С витамин пысăк температурăра арканать, çавăнпа та пахча çимĕçе е улма-çырлана шеллекен режимра типĕтĕр. Çÿлерех каланă йĕркесене пăхăнсан çеç эсир пахча çимĕçпе улма-çырлана çитес çуркуннечченех упраса хăварăр.

«Взгляд» хаçатран.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6