Муркашсен пĕремĕкне пысăк хак панă

Категория: Общество Опубликовано: 19.09.2025, 08:32 Просмотров: 46

Сентябрĕн 4 – 7-мĕшĕсенче Архангельскра потребитель кооперацийĕн «Сильные традиции – новые возможности» ятпа тĕнче шайĕнчи форум пулчĕ. Кун пек ĕçе иртнĕ çулта пирĕн республикăра йĕркеленĕччĕ.

Чăвашпотребсоюз делегацийĕ йышĕнче Муркаш райповĕ те пулчĕ. Чăваш Ен кооператорĕсем «Вкусные истории» гастрофестивале тата ытти ĕçе хутшăнчĕç, курава пекарньăсен продукцине илсе кайрĕç, вăл шутра декоративлă изделисене те. Курава хутшăнма Отарккă пекарнинче пĕçернĕ чей композицийĕ те тивĕç пулчĕ.

– Çак композицие Полина Волкова технолог хатĕрлерĕ, чылай тăрăшрĕ. Пĕр эрне ытла ăсталарĕ вăл ăна. Издели калăпăшĕпе пысăк, хатĕрлеме 3 килограмм пĕремĕк чусти тата глазурь кайрĕ. Композицие автор сăмавар, икĕ чей чашăкĕ, пĕремĕк хумалли конфетницăсем кĕртрĕ. Вĕсене эрешлесе илемлетсе турĕ, чăн савăтсем пекех курăнаççĕ. Маттур пирĕн технолог. Паллах, çак композицие хатĕрлекен Полина Волкова тата эпĕ чăваш делегацийĕнче пулман. Пĕремĕке курупкана тĕплĕн чиксе вăрăм çула ăсатрăмăр кăна. Пирĕн пекарня продукцине пысăк хак панине пĕлетпĕр. Ку, паллах, пире малашне татах ытларах ĕçлеме хавхалантарать, – терĕ «Моргауши-хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи Надежда Трихалкина.

Тата тепĕр савăнăçлă хыпарпа та паллаштарас килет, Муркаш райпо предприятийĕсем пĕтĕм Раççейри «Российская организация высокой социальной эффективности – 2025» конкурсăн регион тапхăрĕнче çĕнтернĕ. «Общепит» чикĕллĕ яваплăхлă общество «За создание и развитие рабочих мест в организациях непроизводственной сферы» номинацире çĕнтернĕ. «Моргауши-хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă общество – «За создание и развитие рабочих мест в организациях производственной сферы» номинацире тата «За сокращение производственного травматизма и профессиональной заболеваемости в организациях производственной сферы» номинацире.

Çĕнтерÿçĕсене наградăсемпе Чăваш Республикин ĕç министрĕ Алена Елизарова социллă тата ĕç хутшăнăвĕсене шайлаштарассин виçĕ енлĕ комиссийĕнче чысланă.

Роза ИЛЛАРИОНОВА

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6