Субсиди уйăраççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 19.09.2025, 08:29 Просмотров: 40

Чăваш Республикинче аграрисене пулăшма субсидин 87 процентне уйăрса панă. Ку бюджет укçи-тенкипе усă курассипе – Атăл çи федераци округĕнче 2-мĕш вырăнта. Малти вырăнта – Киров облаçĕ, 92 процент. Раççей Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕ тăрăх, Чăваш Республикинчи ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене сентябрĕн 4-мĕшĕ тĕлне 834,3 млн тенкĕлĕх пулăшу уйăрнă. Сентябрь пуçламăшĕ тĕлне çак енсемпе пулăшăва аграрисене туллин куçарса панă:

пĕрчĕллĕ культура акса ÿстернĕшĕн тата сутлăха ăсатнăшăн – 73,6 млн тенкĕ;

АПК объекчĕсене тунăшăн тата модернизациленĕшĕн, çавăн пекех сĕт продукцине маркировка тума оборудовани туянса эксплуатацилесе тăкакланнăшăн – 61,3 млн тенкĕ; çĕр улми тата пахча çимĕç туса илекенсене хавхалантарма – 55,9 млн тенкĕ; ял туризмне аталантарма 20 млн тенкĕ. Ытти субсидие АПК секторне çитерессипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Регионта АПК приоритетлă енĕсене тата пĕчĕк формăллă хуçалăхсене аталантарма пысăк пулăшу уйăрнă, 570,6 млн тенкĕ куçарнă. Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕ тăрăх, сĕт туса илме, ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме, элита вăрлăх туянма ытларах пулăшнă. Пулăшăвăн тепĕр мелĕ – фермерсемпе ял кооперативĕсене пулăшасси, ку енĕпе 134,9 млн тенкĕ финанслама палăртаççĕ. Çавăн пекех усă курман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме, мелиораци комплексне аталантарма, СВОна хутшăннисене тата ветерансене АПК секторĕнче предприниматель ĕçне пуçарма пулăшаççĕ.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6