Сурăх, качака ĕрчетме пулăшаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 19.09.2025, 08:27 Просмотров: 40

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви сурăх, качака кĕтĕвĕсене пысăклатма пулăшнине, ăна валли заявкăсем йышăнма пуçланине тата субсиди уйăрассине пĕлтерет. Çак пулăшăва аш-пăш продукцине туса илекен хуçалăхсемпе уйрăм предпринимательсем, кооперативсем тивĕçме пултараççĕ, уйрăм çынсем ку категорие кĕмеççĕ. Заявкăсене сентябрĕн 18-мĕшĕнче йышăнма пуçлаççĕ, çак тапхăр сентябрĕн 25-мĕшĕччен пырать. Ку енĕпе ĕçлес текенсем валли пĕтĕмпе 2,4 миллион тенкĕ уйăрма палăртаççĕ. Патшалăх пулăшăвне тивĕçес текенсен софинансировани кирлĕ мар. Субсидие ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене сурăх, качака ĕрчетме, выльăха пусса тирпейлеме тăкакланнине саплаштарса пулăшаççĕ. Укçа-тенкĕне сутнă е Чăваш Ен территорийĕнче пусса тирпейлеме ăсатнă выльăхăн чĕрĕ виçине кура шутласа параççĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6