Сывлăха тĕрĕслеттертĕмĕр, халĕ гриппран сыхланатпăр

Категория: Общество Опубликовано: 19.09.2025, 08:25 Просмотров: 55

Регион пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Сывлăх патне пĕр утăм» проекчĕ икĕ уйăх çурă ĕçлерĕ. Çак вăхăтра унта Муркаш округĕнчи 2 пин ытла çын хутшăнса хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарчĕ. Асăннă проект çын ăçта пурăннине пăхмасăр профилактика медицинине çынсем патне çывăхарах тата меллĕрех тума пулăшать. Иртерех диагноз лартни вара сиплеве маларах пуçлама май парать.

Проект ĕçлеме пуçланăранпа тухтăрсем 30 тĕслĕхре чире пĕрремĕш хут тупса палăртнă, вăл шутра – артери гипертонине 22 çыннăнне, сахăр диабетне 2 çыннăнне. Тĕрĕслеве пыракансен çакăн пек чирсем пурри палăрнă: 19 процентăн артери пусăмĕ пысăк; 3 процентăн холестерин шайĕ пысăк; 10 процентăн юнри глюкоза шайĕ пысăк; 39 процентăн кĕлетке виçи ытлашши; 1 çыннăн куç чирĕ палăрнă, ăна республикăри куç больницинче тĕрĕсленме сĕннĕ. Пĕтĕмпе округ больницинче тата республика больницинче хушма тĕрĕслев ирттерме 600 ытла çынна сĕнÿ панă. Проект сывлăха тĕрĕслеттерме кăна мар, вакцинаци тума та май парать. Харпăр хăй сывлăхĕшĕн пăшăрханакансем гриппран тата коронавирусран прививка тума пултараççĕ.

Кая ан юлăр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6