Проектсем малалла аталанĕç

Категория: Общество Опубликовано: 19.09.2025, 08:23 Просмотров: 53

Иртнĕ юнкун пĕрлехи информаци кунне ирттерме пирĕн округа ЧР Гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ Сергей Павлов килчĕ. Округ пуçлăхĕпе Алексей Матросовпа вырăнти ĕç-хĕлпе паллашнă хыççăн вĕсем малтанах граждансене йышăнчĕç. Кашнин ыйтăвнех тĕплĕн тишкернĕ хыççăн Алексей Николаевичпа Сергей Геннадьевич вĕсене вырăнлă сĕнÿ-хуравсем пачĕç. Ял çыннисене хумхантаракан ыйтусем вара сахал мар.

Ку хутĕнче округ администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнчи тĕл пулу Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Сывлăх патне утăм ту», «Хаваслă çу кунĕсем», «Мирлĕ пурнăçа утăм ту» тата «Ниме – Халăх бюджечĕ» проекчĕсем епле пурнăçланни тавра иртрĕ. Калаçу ку ĕçре пуçаруллисене тата ырăпа палăрнисене чыслассипе йĕркеленсе пычĕ.

– Пĕрле пулса çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлемелли сахал мар. Вĕсене кая хăвармасăр татса парсан çеç эпир хамăр хыççăн ырă ят хăварăпăр. Пирĕн ĕçе çамрăк ăру курать, пурăна-киле хăйсен тăрăшулăхĕпе ăна тивĕçлĕ хак парĕ. Ун чухне территори пайĕнчи кашни кĕтес хăтлă кану вырăнĕ пулса тăрĕ. Эсир ăна пурнăçа кĕртме пултарасса шанатăп, – терĕ пĕрлехи информаци кунне уçса Сергей Павлов. Ларура çĕнĕ социаллă проектсене пурнăçлама хутшăнса ырăпа палăрнисен пысăк ушкăнне ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Сывлăх патне утăм ту», «Хаваслă çу кунĕсем», «Мирлĕ пурнăçа утăм ту» тата «Ниме – Халăх бюджечĕ» проекчĕсем – куллен туса пымалли ĕç. Вĕсене пурнăçа кĕртни халăхăн пурнăç шайне лайăхлатма май парать. Малтанхи кăтартусем пур ĕнтĕ, вĕсем курăмлă. Çĕршер çын медицина пулăшăвне тивĕçнĕ. Çемьесем çу кунĕсене активлă ирттернĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем, вĕсен çемйисем пулăшăва тивĕçнĕ. Халăх пуçарулăхĕпе вуншар проект вăя кĕртнĕ.

Малашне çак проектсене аталантарса анлăрах ĕçлемелле.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6