2025 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Суйлав комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.
Комисси суйлав тĕрĕс иртнĕ тесе йышăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне Олег Николаева суйланă тесе çирĕплетнĕ. Уншăн 355975 суйлавçă сасăланă, суйлава хутшăннисен 67,06 проценчĕ.
Ытти кандидатсен кăтартăвĕсем çапла:
Владимир Ильин – 29517 сасă (5,56 процент),
Максим Морозов – 44430 сасă (8,37 процент),
Владимир Савинов – 16704 сасă, (3,15 процент),
Константин Степанов – 75566 сасă (14,23 процент).
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕнче 531574 суйлавçă (58,5 процент) сасăланă.
Август 2026 |
