Салтаксене тыл пулăшать

Категория: Общество Опубликовано: 12.09.2025, 09:03 Просмотров: 81

Муркаш тăрăхĕнчи Оксана Ильина тата Ирина Игнатьева активистсем – ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен мăшăрĕсем. Çĕршыв хÿтĕлевçисен çемйисен округри комитетне йĕркеленĕренпе вăхăт нумаях та иртмерĕ. Кĕске хушăра вĕсен ĕçĕ пирки эпир илтме ĕлкĕртĕмĕр.

– Эпир – обществăлла организаци, пирĕн тĕп пулăшуçă – республикăри комитет. Салтак çемйисемпе кирек хăш вăхăтра та çыхăнма хатĕр эпир. Вăл чăннипех те кирлĕ организаци тесе шухăшлатăп. Кунта çынна çĕршыв хÿтĕлевçи тĕлĕшпе яланах пулăшма хатĕр специалистсем пур, кăсăклантаракан ыйту çине хурав тупма пулать. Комитетăн ĕçĕ пирки ыттисене те пĕлтерес килет. Психологпа калаçма май пур, пире пурне те питĕ кирлĕ вăл, тепĕр чухне чуна уçса калаçни те вырăнлă. Пирĕн пата консультаци ыйтса шăнкăравлакансем те пур. Гуманитари пулăшăвĕ ярас ĕçе хутшăнатпăр. Комитетри кашни çыннăн хăйĕн историйĕ, ыйтăвĕ. Паллах, эпир асамçăсем мар, пур ыйтăва та татса парасса шантармастпăр. Салтаксем киле таврăнсан та пирĕн ĕç пĕтмĕ тесе шухăшлатăп. Округра çак комитет ĕçлеме пуçланăранпа пирĕн пата çынсенчен нумай ыйту килчĕ. Паллах, пурне татса пама май килмест пулсан та, хăшне-пĕрне пулăшма пултартăмăр. Пирĕн çемьесем волонтер ĕçĕнче те активлă. Çĕршыв хÿтĕлевçисен çемйисен республикăри комитечĕ «Рюкзак помощи» акци йĕркелерĕ. Ăна госпитальсенче сипленекен салтаксене пулăшас тесе ирттеретпĕр, салтака малтанхи вăхăтра кирлĕ япаласем хуратпăр: гигиена хатĕрĕсем, аялти тум, футболка, тапочки, çыру. Çак япаласем вĕсене чăннипех те кирлĕ унта. Çавăнпа та ку акцие пурне те хутшăнма ыйтас килет. Комитет гуманитари пулăшăвне салтаксем ыйтнă тăрăх ăсатать. Культурăпа патриотика проекчĕсене хутшăнма тăрăшатпăр. «Семья Героя», «Китель победы», «Помню твой подвиг родной! Дед у меня за спиной» проектсене ирттерчĕ пирĕн комитет. Тури чăвашсен музейĕнче сăн ÿкерчĕксен куравне йĕркелерĕмĕр. Сад-пахча ĕçĕсене вĕçлесен проектсене округра тепĕр хут ирттерни те лайăх пулмалла. Нумаях пулмасть Муркашри ача-пăча библиотекинче салтаксене валли хÿтлĕх медальонĕсем тума вĕрентĕмĕр. Ĕмĕтсем пысăк пирĕн, анчах та хамăр тĕллĕн кăна вĕсене пурнăçлама май çук. Çавăнпа та округри социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрпа, культура учрежденийĕсемпе, хĕрарăмсен канашĕпе тата ыттисемпе пĕрле çыхăнса ĕçлесен лайăх пулмалла. КСВО регионти ертÿçи Ольга Владимирова пире вырăнсенче ĕçе анлăрах туса пыма задача лартать. Ахальтен мар ĕнтĕ Раççей КСВО пуçлăхĕ Юлия Белехова комитет йышне «Эпир – малти тыл» тет. Эпир хамăрăн йыша пысăклатса пыма тăрăшатпăр. Активистсем пур çĕрте те кирлĕ, вăл шутра – территори пайĕсенче те. Хамăр йыша салтак амăшĕсене, мăшăрĕсене, ачисене, демобилизациленĕ салтаксене пĕрлешме ыйтатпăр. Телеграм-каналта Чăваш Енти КСВО тата эпĕ округ шайĕнче ятарлă чат тытса пыратпăр. Вăл «юридиципе право информацийĕ», «хыпарсем», «психологи пулăшăвĕ» тата ытти пайран тăрать. Унтах СВОпа çыхăннă чылай ыйту-хурава, вăл шутра суд йĕркипе татса панисене, тĕрлĕ тÿлевсем пирки лартса пыратпăр. Çавăнти информаци пире пурне те кирлĕ. Ăна кирек хăçан та уçса пăхма пулать. Август уйăхĕнче Атăл çи федераци округĕнче Çĕршыв хÿтĕлевçисен çемйисен комитечĕн форумĕ республикăра ĕçлерĕ. Эпир те хутшăнтăмăр унта, вăл шутра ятарлă çар операцийĕн салтакĕсен çемйисем те пулчĕç. Форум ĕçне Раççей КСВО ертÿçи Юлия Белехова, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕç. Вĕсе палăртнă тăрăх, çĕршыв хÿтĕлевçисен çемйисене пулăшасси – Раççейри, вăл шутра регионти социаллă политикăн тĕп енĕсенчен пĕри, – каласа парать Оксана Ильина.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6