Аслă ăрурисен центрĕнче тĕл пулусем пуçланчĕç

Категория: Общество Опубликовано: 12.09.2025, 08:57 Просмотров: 62

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Муркашри клиент службинче «Аслă ăру çыннисем хутшăнмалли центр» уçăлни пирки пĕлтернĕччĕ. Пенсионерсем çакă чăннипех те кирлине пĕлтерчĕç. Центр ĕçĕ «Çемье» наци проекчĕ тата «Граждансене социаллă пулăшу» патшалăх программи шайĕнче пулса пырать.

Иртнĕ ытларикун вара çак центрта тĕл пулу иртрĕ. Пуçламăш пĕрремĕш утăм туни курăнать. Унта Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçи Валерий Николаев, Муркашри клиент службин ертÿçи Наталья Савельева тата ветерансем (сăн ÿкерчĕкре) хутшăнчĕç. Калаçу центр ĕçне йĕркелесси малашне унта мĕнле мероприятисем ирттересси пирки пулчĕ. Организаци ертÿçи ветерансен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ, асăннă ведомство ĕçĕпе паллаштарчĕ. Пенсионерсем вĕсемшĕн кун пек тĕл пулу пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕç. Ветерансем тÿлевсĕр санаторипе курорт путевки тивĕçесси, ку тĕлĕшпе электронлă черете тăрасси пирки ыйтрĕç. Ĕмĕр тăршшĕпе яллă вырăнта ĕçлесе пенсие тухнисем мĕнле хушма тÿлев тивĕçнипе, çăмăллăхпа усă куракансем тÿлевсĕр эмел илессипе кăсăкланчĕç. Куç курман инвалидсем валли тифлохатĕрсем уйăрассинчи çĕнĕлĕхсем пирки ыйтакан та пулчĕ. Ытти ыйтăва та хускатрĕç тĕл пулура. Центрти çитес ĕç мĕнли пулĕ-ши? Кун пирки эпир каярах çырса пĕлтерĕпĕр.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6