Йÿçкасси тăрăхĕнче пĕве тасатассипе ытларах ĕçлеççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 12.09.2025, 08:54 Просмотров: 71

Пуçарулăх бюджечĕн программи вырăнти хăтлăх ыйтăвĕсене татса парассинче, социаллă объектсене çĕнетессинче, юсассинче питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халĕ ăна эпир «Ниме – народный бюджет» программа тетпĕр.

Йÿçкасси территори пайĕнче пурăнакан çынсем пуçарулăх бюджечĕн программине çулсерен тата активлă хутшăнаççĕ. Çак программа шайĕнче 2020 – 2024 çулсенче территори пайĕнче 13 пĕве пушар хăрушсăрлăх тĕлĕшпе тасатнă, ачасене вылямалли тата спорт площадки 4 тунă, 3,3 километр тăршшĕ çул-йĕр, 3 километр шыв пăрăхĕ юсанă. Вĕсем пысăк калăпăшлă ĕçсем ирттерни курăнать. Йÿçкасси тăрăхĕнчи çынсем хăйсен тата патшалăх укçи-тенкине хăш ĕçе хывни усăллăрах пулнине лайăх пĕлеççĕ, тĕрлĕ программăпа тĕллевлĕ усă курма тăрăшаççĕ. Ку таранччен пурнăçланă проектсен ытларах пайĕ пĕве тасатассипе çыхăннă. Вăрманкасси тата Кив Матьăк ялĕсенче пурăнакансем пухура пĕр шухăшлăн пулса çитес çулхи пуçарулăх проекчĕсен конкурсне хутшăнса пĕве тасатас терĕç. Пĕве вара ялсенче пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе те питĕ кирлĕ. Вĕсем пулас ĕç хакне шутланă, проекта пурнăçлама укçа-тенкĕ пухнă. Кив Матьăк ялĕнче пурăнакансем пуçарулăх бюджечĕн программине хутшăнса икĕ пĕве тасатрĕç. Пĕрлехи пухура вара виççĕмĕшне те – чи пысăккине – тасатма шухăшларĕç. Ку пĕвене ял çыннисемпе кунта килсе çÿрекенсем яланах юратнă. Унта пулă тытма та, канма та питĕ меллĕ. Анчах та вăхăт иртнипе пĕве юшкăнпа тулма ĕлкĕрнĕ, ăшăхланнă,__ çыранĕсем те ишĕлнĕ. Çак пĕвен лаптăкĕ 5 пин ытла тăваткал метр. Пĕвене тасатма тата кунти вырăна хăтлăх кĕртме 3,2 миллион тенкĕ кирлĕ пулать. Вăрманкассинчи ĕç те çав хака ларать. Ку ялта пĕве нумай, 10 майлах. Вĕсенчен чылайăшне тасатмалла. Чи малтанах вăрманкассисем Центральная тата Хорнкасинская урамсенчи пĕвесене тасатма шухăшларĕç. Вăрманкассисем те пуçарулăх бюджечĕн программисене хутшăнса вырăнта хăтлăх кĕртнĕ, 1,2 километр çул юсанă. Йÿçкасси территори пайĕнче пурăнакансем çынсен, вăл шутра – ачасен, пулас ăрусен пурнăç условине лайăхлатма май паракан кирек епле ĕçе те ырласа йышăнаççĕ. Çакă малашлăхпа çыхăннине лайăх ăнланаççĕ вĕсем.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6