Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Республикинче икĕ пин ытла индивидуаллă пурăнмалли çурта харпăрлăха кĕртнĕ.
Росреестр кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикинче туса лартнăранпа 10 çул çитмен 2128 индивидуаллă пурăнмалли çурта кăçал кадастр учетне тăратнă. Ку енпе пуринчен те активлă ĕçленисен шутĕнче – Шупашкар муниципалитет округĕ (пурăнмалли 842 çурт). Çавăн пекех кăтартусем Çĕрпÿ (122) тата Муркаш (104) муниципалитет округĕсенче те япăххисен шутĕнче мар. Саккунпа килĕшÿллĕн регистрациленĕ пурăнмалли çуртсем Пăрачкав (6 çурт) тата Елчĕк (7 çурт) округĕсенче пуринчен те сахалрах. Çакă паллă, Чăваш Республикинче пурăнакансем яллă вырăнсенче юлашки çулсенче икĕ хутлă çуртсем (1152 çурт) тăвасси вăй илчĕ. Вĕсене тума ытларах кирпĕчпе (736 çурт) тата йывăçпа (244 çурт) усă курни паллă. Каласа хăвармалла, индивидуаллă пурăнмалли çурта туса пĕтерсен унăн хуçисен ăна вăхăтра кадастр учетне тăратмалла, харпăрлăх правине регистрацилемелле. Палăртса хăварас килет, çурт-йĕре кадастр учетне тăратни ун тĕлĕшпе кадастр инженерĕ çирĕплетнĕ техника планĕпе килĕшÿллĕн техника характеристики туни пулать. Харпăрлăх прависене регистрацилени – çурт тĕлĕшпе унăн хуçин персоналлă кăтартăвĕсене кĕртни. Паянхи саккунпа пĕр вăхăтрах çурта учета илеççĕ тата регистрацилеççĕ. «Енчен те пурăнмалли çурта кадастр учетне çеç тăратнă пулсан, ăна регистрациленни вĕçленнĕ шутланмасть. Çĕнĕ кил-çурт хуçин кĕске вăхăтра куçман пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрне тăмалла. Ахальлĕн Градостроительство кодексне пăсни пулать. Унта вара çурта регистрацилемен пулсан, ăна эксплуатацилеме чараççĕ. Харпăрлăх правине Росреестрта регистрацилемен пулсан, кунашкал çурта сутма та, парнелеме те майĕ çук. Суд йышăнăвĕсĕр ăна еткерлĕхе те куçарма пулмĕ», – тет Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева.
Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕ вулавçăсене çакăн пирки те пĕлтерет. 2025 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа индивидуаллă çурт-йĕре кадастр учетне тăратса харпăрлăха регистрацилеме унăн техника планĕ пулсан çеç ирĕк пур. Çурт валли хатĕрленĕ техника планĕ 2013 çултан кая юлмасăр туни пулмалла.
Август 2026 |
