Чăваш Енте пурăнса ял хуçалăх отраслĕнче 30 çултан кая мар ĕçленĕ çынсем страхлав пенсийĕн пысăк виçине илме тивĕçлĕ. Регионта ăна 20 пин ытла пенсионер илсе тăрать.
Ăна тивĕçес тесен çак условисенепăхăнмалла:
– ватлăха е инвалидноç çине тухнине пула паракан пенси илекен пулмалла;
– ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар стаж пулмалла;
– ялта пурăнмалла;
– ĕçлемен пенсионер пулмалла.
Ял хуçалăхĕнче ĕçленипе хушма тÿлев тивĕçмеллисен йышне 500 ытла професси кĕртнĕ. Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçи Валерий Николаев пĕлтернĕ тăрăх, ял стажĕшĕн пысăк тÿлев тивĕçесси ватлăха е инвалидноçа пула паракан фиксированнăй тÿлевĕн 25 проценчĕпе танлашать, ăна çулсеренех индексацилеççĕ. Хушма тÿлеве заявление кура палăртаççĕ, ял хуçалăхĕнче 30 çул ĕçленĕ пирки социаллă фондра информаци пулсан вара 2026 çулхи янаврĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа – заявленисĕрех.
Август 2026 |
