Ĕç – пурнăç никĕсĕ. Ĕçчен çынна халăх хисеплет, тĕслĕх вырăнне йышăнать.
Муркашри Ольга Филипповна Суворовăн ĕç стажĕ 50 çултан иртрĕ. Паян та вăл «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат редакцийĕнче вăй хурать. Çавăнпа пĕрлех вăл сумлă юбилей паллă тăвать. Ольга Атапайĕнчи Перасковья Федотовнăпа Филипп Гаврилович Волковсен туслă çемйинче çуралнă, пиллĕкмĕш ача пулнă. Ашшĕпе амăшĕ, виçĕ пиччĕшĕпе аппăшĕ уншăн яланах тĕслĕх шутланнă. Ашшĕ Филипп Гаврилович – хăюллă разведчик, Берлина çитнĕ, рейхстаг çине «Волков» тесе çырса хунă. Амăшĕ Перасковья Федотовна тăван хуçалăхра вăй хунă. Ял-йышра хисеплĕ çынсем пулнă. Ольга ачаранах ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Шкулта лайăх вĕреннĕ. Пиччĕшĕсене кура спортпа туслашнă. Çуран чупассипе, пăшалтан тĕл перессипе районти ăмăртусенче малти рете тухнă. Ташă-юрăра та вăл пултарулăхпа палăрнă, хорта та, пĕччен те юрланă. Ĕç биографине вăл 1973 çулта Муркаш район библиотекинче вулав залĕн ертÿçинчен пуçланă. Унтан районти типографире вăй хунă. Мускаври издательствăпа полиграфи техникумĕнче вĕреннĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче корректорта, техника редакторĕнче ĕçленĕ. Шăпа Ольга Филипповнăна Муркаш тăрăхне тавăрнă. 1980 çултанпа вăл «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçлет. Корректорта, кассирта вăй хурать. Корректор ĕçĕ çăмăл маррине чылайăшĕ ăнланать. Кунта анлă тавракурăм та, тарăн пĕлÿ те кирлĕ. Çирĕп кăмăлпа чăтăмлăх та пĕлтерĕшлĕ. Çак пахалăхсемсĕр лайăх специалист пулаймăн. Ольга Филипповнăна эпир хаклатпăр, хисеплетпĕр. Вăл хăй те çынна пулăшма яланах хатĕр. Ял çыннисем Ольга Суворовăна депутатсен Муркаш ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутатне суйланă. Çак тĕслĕх те ăна муркашсем шанни, хисеплени çинчен калать.
Ольга Суворовăн Хисеп грамотипе Тав хучĕ чылай. Вĕсен шутĕнче – Раççей Федерацийĕн Çыхăну министерствин Хисеп грамоти, Раççей Федерацийĕн Культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Хисеп грамоти, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамоти. Вăл – ĕç ветеранĕ. Ольга Филипповна икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ. Халĕ ăна мăнукĕсем хăйсен вĕренÿри ÿсĕмĕсемпе савăнтараççĕ.
Редакци коллективĕ.
Август 2026 |
