Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Хĕрлĕ Чутай округĕнче республикăри муниципалитет округĕсен ертÿçисемпе семинар-канашлу ирттернĕ.
Калаçу территорисене аталантарас, ял çыннисен пурнăç пахалăхне ÿстерес тата ял тăрăхĕсене ăста специалистсене явăçтарас ыйтусене сÿтсе явнă. Пирĕн регионта «Обеспечение граждан в Чувашской Республике доступным и комфортным жильем» программа вăйра тăрать. Хĕрлĕ Чутай округĕнче ăна пурнăçлассипе çине тăрса ĕçлеççĕ. Иртнĕ çул кунта 33 хваттерлĕ çурт тума тытăннă. 18 хваттерне муниципалитет контракчĕпе туяннă. 10 хваттерĕ – яла ĕçлеме килнĕ учительсем, врачсем тата полицейскисем валли, 8 хваттерĕ – тăлăх ачасем валли. Олег Николаев 8 хваттер уççине яла ĕçлеме килнĕ специалистсене панă. Ялта пурăнакансене пахалăхлă ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерни те пурнăç шайне лайăхлатма май парать. Халĕ Хĕрлĕ Чутайĕнче çĕнĕ шыв пăрăхĕ хураççĕ. Ĕçсене ноябрь уйăхĕнче вĕçлеççĕ. Ытти яла таса шывпа тивĕçтерессипе те анлă ĕçлеççĕ. Хĕрлĕчутайсен опытне ытти муниципалитетра сарăпăр, тенĕ регион ертÿçи.
Август 2026 |
