Сентябрĕн 12, 13, 14-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхне суйлатпăр.
Чăваш Республикин Пуçлăхне суйлама 5 кандидат регистрациленĕ: 4-шĕ партисем тăратнă кандидатсем, 1 хăйне хăй кандидата тăратнă. Эпир вĕсемпе вулакансене хаçатăн иртнĕ номерĕсенче паллаштартăмăр. Регионта пĕтĕмпе 906769 суйлавçăна (кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне) регистрациленĕ. Суйлав ирттерессипе Чăваш Республикин Суйлав комиссийĕ, 25 территори суйлав комиссийĕ, 921 участок комиссийĕ тата 9 вăхăтлăх комисси ĕçлет. Суйлав ирттерме комиссисене 8352 çынна явăçтарнă. Юлашки çулсенче çынсем электрон мелпе сасăлама пуçларĕç. Кăçалхи сентябрĕн 12-мĕшне 194748 çын заявлени панă. Муркаш округĕн территоринче суйлав ирттерме 35 участок йĕркеленĕ. Пĕтĕм ĕçе территори суйлав комиссийĕ йĕркелесе пырать. Кăçалхи сентябрĕн 3-мĕшне 22311 суйлавçăна регистрациленĕ. Электрон мелпе сасăлама 5365 суйлавçă заявлени панă. Çак кунсенче çавăн пекех Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен депутатсен Пухăвĕсен депутачĕсене те суйлаççĕ. Уйрăм округсенче вырăнти депутатсене суйлассипе хушма суйлавсем пулаççĕ. Кун пек суйлав Муркаш округĕнче те иртет. 1 номерлĕ Октябрь округĕпе депутатсен Муркаш округĕн Пухăвне депутат суйлаççĕ. Муркаш округĕнче пурăнакансене суйлава хутшăнма чĕнсе калатпăр.
Август 2026 |
