Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче эрнесерен ирттерекен канашлура республикăри строительство, архитектура, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов регион ертÿçине Олег Николаева хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленесси вĕçленнине пĕлтернĕ. Çак вăхăт тĕлне хатĕрленÿ ĕçĕ 94,9 процентпа танлашать. Ку ĕç иртнĕ çулхинчен хăвăртрах пырать.
Йĕпреç, Пăрачкав, Тăвай муниципалитет округĕсенче ку енĕпе лайăхрах ĕçлеççĕ, вĕсем ĕçе туллин вĕçленĕ. Республикăри вăтам кăтартуран пысăкрах округсем хушшинче муркашсем те пур. Республикăра пĕтĕмпе çуртсене хутса ăшăтмалли 47 хурана капиталлă юсав туса ирттернĕ е улăштарнă, япăхнă ăшă сетьне 55,9 километр çĕнетнĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хĕле хатĕрлес ĕç, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 30 процент хăвăртрах пырать. 2204 объектран 2064 объекчĕ хĕле хатĕр. Пĕтĕм ĕçе сентябрĕн 15-мĕшĕччен вĕçлеме тĕллев лартнă. 3079 нумай хваттерлĕ çуртăн техника паспортне хатĕрлесе çитернĕ. Çак ĕçе 7 округра вĕçленĕ, Тăвай тата Муркаш округĕсенче пĕрер çуртăн техника паспорчĕ хатĕр мар. Сăлтавĕ – капиталлă юсав ĕçне вĕçлеменни. Çакна сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Регион ертÿçи çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ертсе пыракан компанисемпе çирĕпрех ĕçлеме задача лартнă. Олег Николаев каланă тăрăх, пурăнмалли çурт-йĕр фончĕ тĕлĕшпе çынсем тăтăшах ыйтусем параççĕ, вĕсене компанисен ĕçĕ тивĕçтерсе çитермест. «Патшалăх шайĕнчи ертсе пыракан компанисем ыттисене тĕслĕх кăтартмалла, çак сферăра пысăк стандартлă пулмалла», – çакăн пек тĕллев лартать регион ертÿçи Олег Николаев. Юлашки çулсенче Чăваш Енте ЖКХ модернизацийĕ валли бюджет инвестицине 8 миллиард ытла тенкĕ уйăрнă: 515 шыв башни, 140 километр ăшă сечĕ тунă тата модернизациленĕ, 369,4 километр газ пăрăхĕ хунă тата ытти ĕç пурнăçланă. Энергоресурссемпе усă курнишĕн тÿлев парăмĕ чакнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.
Август 2026 |
