Муркаш кооператорĕсем мала тухнă

Категория: Общество Опубликовано: 12.09.2025, 13:37 Просмотров: 37

Архангельскра «Пĕтĕм тĕнчери коопераци экономикăна аталантарма» форум иртнĕ. Унтан чăваш кооператорĕсем пысăк наградăсемпе таврăннă.

Чăвашпотребсоюз 2024 çулхи Пĕтĕм Раççейри ăмăртура çĕнтерсе, Центросоюзăн куçса çÿрекен ялавне тата пĕрремĕш вырăна тухнине çирĕплетекен свидетельствăна тивĕçнĕ. Ăмăртăва çĕршыври 70 ытла потребитель обществи хутшăннă. Пĕрремĕш вырăна тата Центросоюзăн куçса çÿрекен ялавне Муркаш райповĕ тивĕç пулнă. Ку ăмăртăва çĕршыври 2 пин ытла райпо хутшăннă. Сумлă наградăсемпе Центросоюз Канашĕн ертÿçи Дмитрий Зубов чысланă.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6