100 çул тултарнине уявлама

Категория: Общество Опубликовано: 12.09.2025, 13:35 Просмотров: 42

Чăваш Республики Андриян Николаев космонавт çуралнăранпа 100 çул çитнине уявлама хатĕрленет.

– Пирĕн мухтавлă ентеш Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 100 çул çитнине уявласси çинчен калакан указа алă пусрăм. Эпир ăна 2029 çулта паллă тăватпăр. Ку пĕлтерĕшлĕ дата – пĕтĕм Раççейшĕн асра тытмалли пулăм. Вăл пирĕн историпе наука уйрăмлăхне çирĕплетес ĕçе пысăк тÿпе хывĕ. Çавăнпа халех хатĕрленме тытăнмалла, – тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. Республика правительствине йĕркелÿ комитечĕ туса хума тата мероприятисен комплекслă планне хатĕрлеме хушнă.

– Пирĕн Чăваш Енрен тухнă пĕрремĕш космонавта, икĕ хут Совет Союзĕн Геройне, авиаци генерал-майорне, çĕршыв космонавтикине аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă, паттăрлăх, ăслăлăх тата прогресс символĕ пулса тăнă ентеше тивĕçлипе сума сумалла, – тенĕ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1