Вице-премьерпа тĕл пулнă

Категория: Общество Опубликовано: 12.09.2025, 13:32 Просмотров: 64

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Мускавра Раççей Правительствин вице-премьерĕпе Марат Хуснуллинпа тĕл пулнă. Вĕсем республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне сÿтсе явнă.

«Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2030 çул тĕлне республикăра халăхăн 67 проценчĕ пурăнакан 19 тĕп ял-хулара пурнăç условийĕсене лайăхлатма пăхаççĕ. Паян республикăра комплекслă аталанăвăн 7 проекчĕ ĕçлет, пурăнмалли çурт-йĕре хута ярасси кăçал 13 процент ÿснĕ. «Федераци пулăшăвĕпе регионти тасатмалли сооруженисене реконструкцилеме 2,44 млрд тенкĕ кредит илме пултартăмăр. Федераци пулăшăвĕпе усă курса 31,7 км инженери сечĕсене ĕçе кĕртсе коммуналлă услугăсен пахалăхне ÿстертĕмĕр. 2030 çул тĕлне çулсен пахалăхне лайăхлатассине тĕп вырăна кăларăпăр», – тенĕ республика ертÿçи. Калаçу сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ объекчĕсене тăвасси, çынсем валли пурăнмалли çĕнĕ çурт- йĕр çĕклесси пирки те пынă. Регион ертÿçи Марат Хуснуллина конструктивлă та тухăçлă калаçушăн тав тунă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6