Шетмĕпуçсемпе муркашсем çĕнтерчĕç

Категория: Общество Опубликовано: 05.09.2025, 14:32 Просмотров: 56

Çуллахи каникул кунĕсем хыççăн шкул ачисем пĕрремĕш стартсене тухрĕç.

Юнкун Муркаш шкулĕн территорийĕнче округри шкулсенче вĕренекен ачасем эстафетăра чупассипе ăмăртрĕç. Ачасем стартсемшĕн тунсăхлани сисĕнчĕ. Çавна май ăмăртусем çивĕч кĕрешÿре иртрĕç.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем хушшинче Шетмĕпуç шкулĕн команди мала тухрĕ, иккĕмĕш вырăнта – Шурча шкулĕн команди, виççĕмĕшĕнче – Сыпай шкулĕн команди. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсен командисем хушшинче Муркаш шкулĕн команди çĕнтерчĕ, иккĕмĕш вырăнта – Çатракасси шкулĕн команди, виççĕмĕш вырăнта – Мăн Сĕнтĕр шкулĕн команди.

Çĕнтерÿçĕсене кубоксемпе тата дипломсемпе, малти вырăнсене йышăннисене дипломсемпе чысларĕç.

«Советская Чувашия» хаçат парнисемшĕн иртекен республикăри ăмăртусене округри шкул ачисен пĕрлештернĕ командисем хутшăнаççĕ.

Надежда Суворова .

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6