Йăран çинчи эмелсем

Категория: Общество Опубликовано: 05.09.2025, 13:58 Просмотров: 53

Алă айĕнчине пăхмасăр тепĕр чух эпир лайăххине шыраса инçе çула тухатпăр. Чир-чĕртен сипленме аптекăна хыпаланнине те çавăнпах танлаштармалла. Çав вăхăтрах пахчари йăран çинче мĕн чуль эмел! Паллашар-ха вĕсемпе.

Укроп юн пусăмне, чĕре ĕçне йĕркелет. Çавăн пекех вăл организмран наркăмăшсене кăларма пулăшать, сывлăш çулĕсене уçать. #слĕкпе аптăрасан та халăх медицини укроп шывне ĕçме сĕнет.

Салат нервсене лăплантарать. Ăна çисен организмра холестерин пухăнмасть. Вăл чĕре, пĕвер, вар-хырăм чирĕсемпе чирлекенсемшĕн усăллă.

Баклажан юнри холестерин хисепне палăрăмлă чакарать. Вăл уйрăмах атеросклероз чирĕпе аптăракан çынсемшĕн питĕ усăллă.

Ревеньрен хатĕрленĕ апат-çимĕç çисен хырăмлăх тата пĕвер лайăх ĕçлеççĕ.

Сельдерей организмра ытлашши тăвар пухăнасран хÿтĕленипе палăрса тăрать.

Петрушка А тата С витаминсемпе пуян. Пĕвер тата пÿре чирĕсемпе нушаланакансемшĕн вăл сиплĕ пулни паллă.

Алевтина СОЛОВЬЕВА, терапевт

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6