Хурлăхана вăхăтра çĕнетмелле

Категория: Общество Опубликовано: 05.09.2025, 13:57 Просмотров: 103

Йывăç лартмалли тапхăр та çывхарать. Ку вăхăт сад-пахчана çĕнетме аван. Паян ял çынни улма-çырла туса илессипе çанă тавăрса ĕçлет. Манăн пахчара та шурă, хĕрлĕ, хура хурлăханăн темиçе тĕмми ÿсет. Пĕлес килет, вĕсене миçе çултан çĕнетме юрать?

Ирина ДЕНИСОВА.

Ярапайкасси территори пайĕ. Вулавçă ыйтăвĕпе Александра ФЕДОРОВА агронома паллаштартăмăр. Çĕр ĕçĕнче пуян опыт пухнăскер пире тулли хурав пачĕ. Вăл килти хушма хуçалăхра хурлăхан ÿстерекенсемшĕн вырăнлă та усăллă пуласса шанатпăр:

– Ялта пурăнакансем çырла тĕммисемпе вĕсен лаптăкĕсене тăтăшах çĕнетсе тăмаллине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Анчах та темшĕн-çке вĕсем шăпах хурлăхан пирки час-часах аса та илмеççĕ. Нумайăшĕ хăйсен пахчинче 20 çултан та иртнĕ ÿсен-тăрантан çырла сахал пухса илнишĕн пăшăрханать, хурт-кăпшанкăна тата çанталăк условийĕсене айăплать. Çав вăхăтрах вĕсем хăйсен пахчинчи çырла тĕммисем ватăлса вăйсăрланнине асăрхамаççĕ те тейĕн. Хурлăхан тĕмми çырла пама тытăнсан малтанхи 6-7 çулне тухăçпа савăнтарать. тураттисене вăхăтра касса, тасатса тăманни çак вăхăта 5 çул таран кĕскетет. Çавăнпа та вĕсене çуллен тымартан тухакан 2-3 хунав хăварса çамрăклатмалла. Ку майпа 5 çулхи тĕмре тĕрлĕ ÿсĕмри 10-15 турат пулмалла. Вăхăт иртнĕçемĕн 7-8 çулхи тĕмсене улăштарассине те асра тытмалла. Çамрăккисем вăй илсе пынă тапхăрта ватăраххисем сире çырласемпе туллин тивĕçтерĕç. Çавăнпа та вăхăт иртсен вĕсене кăкласан та эсир çимĕçсĕр юлмăр. Хура хурлăхана ĕрчетме кăткăсах та мар. Сыпмалли туратсене кĕркунне кăпăшка та пулăхлă тăпра çине тăрăнтарса хăвармалла та тепĕр çултан вĕсем куçарса лартма хатĕр пулаççĕ. Юлашки вăхăтра селекционерсем чылай чир-чĕре парăнман, шултра çырлаллă, тутлă сортсем шутласа кăларнă. Вĕсем: Ядреная, Перун, Сокровище, Илья Муромец, Елочка, Ароматная, Дачница, Русалка, Вологда сортсем. Ку сортсене туянассипе ăста пахчаçăсемпе кăсăклансах тăмалла. Хăшĕсене çывăх вăхăтра кĕрхи пасарта та туянма пулать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6