Кĕр кунĕсем çитнĕ май килти хушма хуçалăхри нÿхреп хресчен пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Шыв кĕмен нÿхрепсенче ял çынни управа хунă апат-çимĕçе чылайччен тытайрать, унпа çулталăкĕпех тухăçлă усă курма пултарать. Анчах манмалли çук, нÿхрепре нумай вăхăт упранакан апат-çимĕç чылай чухне кил хуçишĕн хăрушлăх та кăларса тăратать. Çакна нÿхреппе усă куракансемпе пулса иртнĕ инкексем те туллин çирĕплетеççĕ.
Нÿхрепе хунă пахча çимĕç, çĕр улми, улма-çырла чылайччен упранайрать. Анчах кил хуçин кунта асăрханулăх пирки те манмалли çук. Иртнĕ çул упрама хунă çимĕç çĕрме пуçланипе нÿхрепре наркăмăшлă газ пухăнас хăрушлăх пысăк. Нÿхреппе куллен усă куракан ăна вăхăтра асăрхаймасан та пултарать. Наркăмăшлă газ сывлăшран йывăртарах пулнăран нÿхреп тĕпĕнче пухăнать. Унăн шăрши те, тĕсĕ те çук. Çавăнпа ăна вăхăтра асăрхаймастăн та. Ку инкекрен пăрăнса иртме кил хуçин нÿхрепĕн вентиляци каналĕсене çуркунне тĕрĕслесе илмелле тата нÿхреп алăкне çу кунĕсенче уçса хуни те аван пулмалла. Çуркунне е çулла пахча çимĕç упранакан нÿхрепе аннă чух кил хуçин малтан унта наркăмăшлă газ пуррипе çуккине тĕрĕслемелле. Çакна валли витрене çурта çутса нÿхрепе антармалла. Çурта сÿнет пулсан, унта сывлăш çук. Кун пек чухне нÿхрепе аниччен ăна ытларах уçăлтарма тăрăшмалла. Ахальлĕн...
Иртнĕ эрнере республикăра пут-валти сиенлĕ газпа наркăмăшланнă икĕ тĕслĕх пулчĕ. Кашнинчех васкавлă пулăшăвăн çула тухма тиврĕ. Пĕрремĕш тĕслĕхре инкек тÿсекен икĕ çынна та çăлса хăварма май килчĕ. Иккĕмĕш тĕслĕхре вара инкек аслă ÿсĕмри арçын пурнăçне вăхăтсăр татрĕ. Ăна пулăшма тăрăшнă тепĕр ултă çынна, инкек тÿсекенĕн кÿршисене, васкавлă пулăшу ĕçченĕсен сывату учрежденийĕн токсикологи уйрăмне илсе çитерме тивнĕ. Вĕсен пурнăçĕ халĕ хăрушлăхра мар.
Килти хушма хуçалăхра нÿхреп тытаканăн унта кĕрсе тухнă чухне хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Çак тĕллевпе:
! нÿхрепе аниччен унăн алăкĕсене уçса ăна лайăх уçăлтармалла;
! нÿхрепре наркăмăшлă газ пулманнине лайăх тĕрĕслемелле. Çакна валли нÿхрепе çутнă çурта лартнă витрене шпагатпа антармалла: çурта сÿнет пулсан, нÿхрепе татах уçăлтармалла;
! нÿхрепе пĕччен анма юрамасть, юлташ сирĕн ĕçе тĕрĕслесе тата пăхса тăтăр, кирлĕ вăхăтра пулăшу алли тăсса пама пултартăр;
! нÿхрепе аннă чухне вăл юсавлă пулнипе тата вăхăт иртнĕ май ишĕлме пуçланипе кăсăкланмалла;
! нÿхрепре наркăмăшланнин пĕрремĕш паллисене асăрхасан (пăчăлантарни, пуç çаврăнни, вăй чакни) нÿхрепрен хăвăртрах тухма тăрăшăр, çийĕнчех васкавлă медицина пулăшăвне чĕнĕр;
! паллакан çын нÿхрепре инкеке лексен хăвăр хăрушсăрлăхăр çинчен манса тăруках пулăшма кĕрсе ан кайăр. Хăвăра вĕренпе çыхса нÿхреп çинчи çынна унăн вĕçне тыттарсан çеç пулăшу ĕçне кÿлĕнĕр.
Çын нÿхрепри наркăмăшлă газпасиенленчĕ пулсан, ăна çийĕнчех Уçăсывлăшакăларма тăрăшмалла, нашатырь спирчĕпе йĕпетнĕ ватăна шăршлаттармалла, пиçиххине пушатмалла, кĕпен мăйри тÿмисене вĕçертсе ямалла. Нÿхрепри наркăмăшлă газпа сиенленес мар тесен, ăна тунă чух технологие çирĕп пăхăнмаллине кашни кил хуçин асра тытмалла. Çавăн чухне çеç килти хушма хуçалăхри нÿхрепĕн усси пысăк пулĕ.
ЧР Сывлăх сыхлав министерстви
Август 2026 |
