Иртнĕ эрнере Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Муркашри клиент службинче «Центр общения старшего поколения» центр уçăлчĕ. Ку ĕç «Çемье» наци проекчĕ тата «Социальная поддержка граждан» патшалăх программи шайĕнче пулса пырать
«Кĕмĕл» çулхи ăрăва пулăшасси – асăннă наци проекчĕн тĕп задачисенчен пĕри. Вăл активлă вăрăм ĕмĕр валли услови туса пама, сумлă çулхи çынсен пенси, финанс, компьютер пĕлĕвĕсене ÿстерме пулăшма тивĕçлĕ. Центр пенсионерсене мĕн те пулин çĕннине вĕренме, вăхăта усăллă ирттерме, çапла майпа пурнăç уттипе тан пыма пулăшмалла. Хăнасене, ветерансене Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Муркашри клиент службин ертÿçи Наталья Савельева кĕтсе илчĕ, кунти ĕçпе паллаштарчĕ.
– Пĕрремĕш центра Çĕрпÿ округĕнче уçрăмăр. Паян Муркашра çакăн йышши 16-мĕш центра уçатпăр. Кунта ĕç кунĕсенче ĕç вăхăтĕнче аслă ăру тĕрлĕ темăпа пухăнма пултарать. Центр ĕçне йĕркелессипе вырăнсенче округ администрацийĕпе, ытти ведомствăпа килĕшÿ тăватпăр. Центр пуриншĕн те усăллă пултăр, – терĕ центр ĕçне туллин йĕркелемеллине палăртса Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Канаш клиент службин ертÿçи Дамир Сабиров.
– Пирĕн округра 16 территори пайĕ, вырăнти ертÿçĕсем çынсем патне çак центр уçăлни пирки информаци çитерччĕр. Вăл ĕçлени питĕ кирлĕ. Кунта çÿремелли ветерансем ĕçре пысăк ăсталăх пухнă, çавăнпа та хăйсен ĕç опытне çамрăксене пани питĕ вырăнлă пулĕ, – терĕ округ администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕн тивĕçне пурнăçлакан – вĕренÿ пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова.
Центрта ал ĕçĕсем тума вĕренме, пĕрпĕринпе чуна уçса калаçма май пулĕ. Пирĕн ветерансем тăтăшах вăрăм çул çÿревсенче пулаççĕ, тĕслĕхрен, вĕсем çак çу кунĕсенче Санкт-Петербурга, ытти сăваплă вырăнсене çитсе килчĕç. Ун пирки каласа кăтартни те кăсăклă. Паллах, тухтăрсен канашĕ никамшăн та ытлашши пулмĕ. Полици ĕçченĕсем ултавçăсенчен асăрханма вĕрентĕç. Тĕн вĕрентĕвĕ те кашниншĕн вырăнлă. Шашка-шахмат выляни те кăсăклă кăна. Çакă тата ытти енĕпе ĕçлеме палăртаççĕ çÿлерех асăннă центрта. Ĕç графикне йĕркелесси çынсенчен килет, кунта кашнин шухăш-сĕнĕвне шута илеççĕ. Чи пĕлтерĕшли – çынсемшĕн усăллă пулмалла.
Çавăн пекех ветерансем ятарлă çар операцийĕ валли хÿтлĕх сетки çыхма май туса пама ыйтрĕç. Салтаксене вĕсем вăл е ку енĕпе сахал мар пулăшаççĕ. «Çапла тума чун ыйтать. Тем пекех пулăшас килет», – терĕç пенсионерсем.
– Кун пек центр Муркашра уçăласса эпир тахçантанпах кĕтетпĕр. Вăл пире питĕ кирлĕ, пĕр-пĕринпе çителĕксĕртерех хутшăнатпăр. Халĕ вара ăна валли майсем çителĕклĕ пулĕç, – терĕ Нина Петрова ветеран çак центр уçăлнипе кăмăллă пулнине палăртса. Тухса калаçакансем татах та пулчĕç. Центр хăш кун мĕнле темăпа ĕçлессине каярах çырса пĕлтерĕпĕр. Хальлĕхе кунта çынсенчен сĕнÿсем кĕтеççĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
