Муркаш район прокуратури çул çитмен ачасен законодательствин требованийĕсене тата çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессине епле пăхăнни тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттерчĕ.
Ĕç ушкăнĕ çакна тупса палăртрĕ. «А. Николаев ячĕллĕ Калайкасси шкулĕ» МБОУ умĕнче ачасем шкул автобусĕ кĕтсе тăмалли вырăнта виткĕчлĕ чарăну павильонĕ лартса паман. Çакă çÿлерех асăннă законодательствăна пăхăнманни пулать. Çавăн пек павильонпа тивĕçтерменни ачасене уйрăмах йĕпе-сапаллă çанталăкра мелсĕр. Унсăр пуçне павильон çукки çул çитмен ачасен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарать, вĕсем автобус çине автомобильсем çÿрекен вырăнтан лараççĕ. Ку вара хăрушлăхпа çыхăннă. Çитменлĕхсене сирес тĕлĕшпе район прокуратури Муркаш муниципалитет округ администрацийĕ ячĕпе представлени тăратрĕ, чарăну павильонĕ тума требовани лартрĕ. Çак вăхăт тĕлне Муркаш муниципалитет округ администрацийĕ представление пăхса тухнă, саккуна пăснине сирнĕ, хальхи вăхăтра чарăну павильонĕ лартнă.
Алексей ГАЛАХОВ, Муркаш район прокурорĕ.
Август 2026 |
