Пурнăç çулĕпе чылай çул пĕрле утакан мăшăр телейлĕ. Ватлăх çулĕчченех пĕрле утассине вара Турри пурне пÿрмест. Тен вăл ырă кăмăллă та пултаруллă çынсене суйласа илет, анлă çула вĕсене кăна пиллет?
Сăн ÿкерчĕкре куракан хисеплĕ çынсене – Зоя Ананьевнăна тата Лев Ефимович Красновсене – пирĕн тăрăхра чылайăшĕ пĕлет. Вĕсем пĕр-пĕрне килĕштерсе 60 çул пĕрле пурăнаççĕ. Çак тапхăрта мăшăр йывăрлăхне те, савăнăçне те пĕрле пайланă. Августăн 20-мĕшĕнче Красновсем вырăнти çынсемпе, çывăх çынсемпе, хăнасемпе Шетмĕпуçĕнчи Культура çуртĕнче çемье уявне паллă турĕç. Çак кун вĕсем Хисеплĕ юбилярсен кĕнеки çине алă пусса çирĕплетрĕç, пĕр-пĕрне ăшшăн çупăрласа саламларĕç. Лев Ефимовича эпĕ те чылай çул пĕлетĕп. Маншăн вăл анлă тавракурăмлă, ырă кăмăллă çын. Лев Краснов район хаçачĕпе чылай çул тачă çыхăну тытать. Тарăн шухăшлă та вĕрентÿллĕ статья сахал мар çырса тăчĕ вăл. Ачалăхпа çамрăклăх çулĕсене, вăрçă вăхăтне аса илнисене, çул çÿревпе сунарçă калавĕсене çынсем кăмăлласа вуларĕç. Кун пек статьясем малашне те сахал мар пуласса шанса тăратпăр эпир. Лев Ефимовича çут çанталăк тусĕ тесе те çирĕплетсех калама пулать. Ку таранччен вăл нумай шăнкăрч вĕлли туса çакрĕ, шкулсене çитерсе пачĕ. Ĕненĕр те, кун пек ĕçе пур çын тумасть тата тума та пултараймасть. Сумлă çын хăйне хавхалантарма пĕлет, кĕнеке, хаçат-журнал вуламасăр пурăнма пултараймасть. Паллах, вăл вуланă кĕнеке шучĕ çуках, вырăнти библиотекăпа халĕ те тачă çыхăну тытать. Лев Краснов икĕ аслă пĕлÿ илнĕ: Мускаври ял хуçалăх производствин институтне тата Мускаври Н. Крупская ячĕллĕ педагогика институтне. Пĕрремĕш аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн вăл Красноармейски районĕнчи «Мичуринец» совхозра тĕп инженерта ĕçленĕ. Педагог профессине алла илсен вара ĕç ĕмĕрне шкулпа çыхăнтарнă. Ачасене физика, астрономи, географи вĕрентнĕ, ултă çул шкул директорĕнче тăрăшнă. Пĕрремĕш професси иккĕмĕш ĕçре те пулăшса пынă ăна. Вăл районти шкулсенче трактористсене вĕрентсе кăларас шухăша пĕрремĕш пуçарнă тата çак ĕçе пĕрремĕш пурнăçлама пултарнă. Техникăна юратма шкул ачисене кăна мар, хăйĕн 5 тăванне те вĕрентнĕ. Педагогика ĕçĕнче тунă пысăк çитĕнÿсемшĕн Лев Ефимовича тĕрлĕ наградăпа чысланă. Вăл вĕсене пурне те тĕплĕн упрать, вĕсенче хăйĕн ĕç ĕмĕрне курать. Лев Краснов халĕ те хастар çын, пултаруллă йĕркелÿçĕ, спорт мероприятийĕсене активлă хутшăнать. Вăл тăрăшнипе вырăнта шахмат ăмăртăвĕ иртет. Унăн мăшăрĕ вара тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Зоя Ананьевна шкултан вĕренсе тухсан лента тĕртекен фабрикăна ĕçлеме вырнаçнă. Ун хыççăн культура сферинче тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва Тивĕш лавккинче ĕçлесе тухнă. Ăна та ĕç çулĕсенче наградăсемпе чысланă. Шăпа Лев Ефимовичпа пĕрле пурнăç çулĕпе утма пÿрнишĕн хăйне телейлĕ тесе шухăшлать. Мăшăр çамрăк мар пулин те, çурт-йĕре, сад-пахчана илемлетсе, тирпейлесе пурăнать. Тĕрлĕ чечек, йывăç-тĕм лартма юратаççĕ вĕсем. Красновсене вара çамрăк ăру савăнтарать, вĕсен йăхне Надежда хĕрĕ, пилĕк мăнукпа пĕр кĕçĕн мăнук тăсаççĕ. Çемье телейĕ мĕнре пулни вара вăрттăнлăх мар. Вĕсем каланă тăрăх, пĕр-пĕрне хисеплемелле, ăнланмалла тата каçарма пĕлмелле. Çемье 60 çул тултарни пĕр çыннăн мар, арăмĕпе упăшкин тăрăшулăхĕ. Юбилей вăл пĕр кунпа кăна иртсе каймасть, ку уяв çулталăкĕпех пырать. Редакци коллективĕ хисеплĕ Зоя Ананьевна тата Лев Ефимович Красновсене мăшăрланни 60 çул çитнĕ ятпа ăшшăн саламлать, вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх сунать.
Роза ИЛЛАРИОНОВА__
Август 2026 |
