Мăнсĕнтĕрсем фронта ятарлă çар операцийĕ пуçланнă вăхăтранпах пулăшма тытăнчĕç. Кунти хастарсем килти ĕçе пăхмасăр куллен Культура çуртне ĕçлеме пухăнаççĕ.
– Спанбонд тата сетка никĕсне туянма пулăшакансене тав тăватăп. «Кĕмĕл» волонтерсене, пирĕн патра ĕçлекенсене, ытти енĕпе пулăшу кÿрекенсене тавах. Пурте эпир пĕрле ырă ĕç тăватпăр. Пирĕн е сирĕн салтак тесе уйăрни çук, тĕллевĕ пурин те пĕрре – çĕнтерÿ. Хÿтлĕх сетки çыхакансем йĕпе-сапине пăхмасăр кашни кун ĕçе çÿренĕ пек васкаççĕ. Пирĕн патри маттур çынсем салтаксене пулăшассишĕн, çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшаççĕ. Сетка çыхас ĕç çакăнта тăрăшакансен пултарулăхне кура пачах та чарăнмасть. Хатĕр сеткăсене отпуска килнĕ салтаксенчен е тăванĕсенчен парса яратпăр, – çапла калать кунти ĕçе йĕркелесе пыракан Валентина Комиссарова.
Мăн Сĕнтĕр волонтерĕсем «ЗОВ – Чувашии» фондпа ытларах çыхăнса ĕçлеççĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
