Муркашра мунча çук!

Категория: Общество Опубликовано: 05.09.2025, 10:57 Просмотров: 66

Ăçта çăвăнмалла? Район хаçачĕн редакцине Муркашра пурăнакан хĕрарăмсем ыйтупа килчĕç.

«Çăвăнма Муркашра мунча та çук, нивушлĕ пĕр мунча тытса тăма та майĕ çук. Унччен йĕркеллех ĕçленĕ, мĕн чухлĕ çын çăвăнма çÿренĕ унта. Ĕлĕк те, вăрçă вăхăтĕнче те ялсенче обществăлла мунчасем ĕçленĕ вĕт-ха. Пире канса лармалли сивĕ мунча кирлĕ мар. Вăл çамрăксем валли. Пире çăвăнмалли вĕри шывлă ăшă мунча кирлĕ. Пулать-ши хăçан та пулин Муркашра мунча?» Ыйтăва эпĕ Муркаш муниципалитет округне çитертĕм. Унтан пирĕн пата çакăн пек хурав килчĕ. «Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн территорисене хăтлăх кĕртессин тата аталантарассин управленийĕн «Моргаушский» территори пайĕ Муркашра мунча ĕçлеттерме пуçлама ыйтнă ыйтăва пăхса тухрĕ. Муркаш ялĕнчи Гагарин урамĕнчи 2 çуртри мунча 2020 çулта коронавирус пандемийĕ пуçланнăранпа, çавна май организацисемпе предприятисем ĕçлессине чикĕлев кĕртнĕренпе, ĕçлеме пăрахрĕ. Мунча çуртне уйрăм предприниматель хăйĕн харпăрлăхне илнĕ. Коронавирус пандемийĕн чикĕлевне пăрахăçланă хыççăн мунча ĕçне çĕнĕрен пуçарма май килмерĕ. Çурт-йĕр санитари нормипе килĕшсе тăмасть, пÿлĕмсем япăхнă. Çак вăхăт тĕлне Муркашра уйрăм предпринимателĕн мунча комплексĕ ĕçлет. Çавăн пекех çакна та пĕлтеретпĕр. Муркашра обществăлла мунча тăвас шухăшлă инвесторсем çук, ку тĕлĕшпе округ администрацине ыйтупа тухакан инвестор пулман. Округ администрацийĕ обществăлла мунча тăвас текен инвесторсен проектне вăя кĕртме пулăшма хатĕр».

Çырăва Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн территорисене хăтлăх кĕртессин тата аталантарассин управленийĕн ертÿçин тивĕçне пурнăçлакан В. Фомин алă пуснă. Мĕнех, муркашсен пуçаруллă инвестор тупăнасса кĕтмелли кăна юлать.

Роза ИЛЛАРИОНОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6