Паянхи пурнăçра суту-илÿ анлă сарăлчĕ. Вăл çĕр участокĕсем тĕлĕшпе те вăй илнине палăртмасăр тăма çук. Саккуна тата çĕрпе ĕçлес йĕркене пĕлменнисем кунта час-часах хăйсем ăнланманнипе суяçăсемпе тĕл пулма пултараççĕ. Тĕслĕх шырама инçе каймалла мар.
Марина Сергеева дачăри хăйĕн çĕр участокне сутма тăрсан, ăна туянаканĕ те кÿршĕрех тупăнать. Хакĕ пирки калаçса татăлсан вĕсем суту-илÿ докуменчĕсем çине алă пусса хăйсен ĕçне çирĕплетме документсене МФЦна тăратаççĕ. Кирлĕ документсене Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленине ярса парсанах Марина Сергеевăн çĕршывран тухса каймалла пулса тухать. Темиçе кун иртсенех кÿршĕ хĕрарăмĕ ун патне шăнкăравласа тухса вăл улталани пирки хыпарлать.
«Марина, пирĕн суту-илĕве чарса лартрĕç. Епле эсир çапла тума пултартăр? Сирĕн çĕр участокне чикĕлемен те иккен. Ăна саккунпа килĕшÿллĕн эсир кăна тума пултаратăр. Халĕ пирĕн документсене йышăнмаççĕ. Эпир тÿленĕ укçана каялла куçарса парăр е çĕр участокне чикĕлессине вĕçне çити туса çитерĕр», – кăмăлсăрланнă çĕр участокĕ туянакан кÿршĕ. Палăртнă вăхăта Марина каялла таврăнайман. Вĕсен суту-илĕвне саккунпа регистрацилемен. Кун пек чухне патшалă пошлинине хуçине тавăрса памаççĕ. Пĕтĕмлетÿ: çĕр туянас текен пĕр вăхăтрах çĕрсĕр те, укçасăр та тăрса юлнă. Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕнче ку ĕç-хĕл пирки çакăн пек ăнлантарса пачĕç: «2025 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен виçев процедури витĕр тухман тата чиккисене палăртман çĕр участокĕсене сутма-илме майĕ çук». Кадастр ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленине документсене çĕр хуçи, унăн шаннă çынни е çĕр хуçин тĕпкĕчи пама пултараççĕ. Ăна туянакансем çĕр участокĕн тĕп характеристикине улшăнусем кĕртме ыйтса заявлени çыраймаççĕ. Çĕр участокĕн хуçи çĕр лаптăкне виçтерме, кадастр учетне тăратма доверенность, виçнĕ хыççăн çĕр лаптăкĕн калăпăшĕ улшăнать пулсан, хушма килĕшĕве алă пусма ирĕк пама пултарать. Кадастр учетне тăратма, килĕшÿпе пăхнă пулсан, çĕр тĕлĕшпе виçев ирттернĕ кадастр инженерĕ те документсем парайрать.
«Енчен те регистраци органне пынă çĕре сутни-илни пирки калакан документсенче унăн чиккисене çирĕплетмен пулсан, çĕр участокне регистрацилессине виçĕ уйăхлăха чарса лартаççĕ. Çак хушăра çĕр хуçи ун тĕлĕшпе виçев ĕçне ирттерсе Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленине документсем тăратма пултарать. Енчен те çĕр лаптăкне виçсен унăн лаптăкĕ улшăнать пулсан, çĕнĕ редакцири суту-илÿ килĕшĕвне туса маларах хатĕрленĕ документ çумне хушма килĕшÿ тăратмалла», – ăнлантарать Росреестр управленийĕн Чăваш Республикинчи ертÿçин заместителĕ Татьяна Васильева. Енчен те саккунпа палăртнă вăхăтра документсене тăратмасан, çĕре сутасси-илессине чарса лартаççĕ, ăна регистрацилесси татах 6 уйăха тăсăлать. Енчен те çак вăхăтра та ыйтăва татса памасан, çĕре сутма-илме чараççĕ.
Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн пресс-служби.
Август 2026 |
