Муркаш тăрăхĕнче – çĕнелнĕ шкул

Категория: Общество Опубликовано: 05.09.2025, 10:49 Просмотров: 58

Сентябрĕн 1-мĕшĕ пуриншĕн те уяв: аслисемшĕн те, ачасемшĕн те. Çĕнĕ вĕренÿ çулне кăçал округри 2818 ача пуçларĕ, 203 ача вара пĕрремĕш хут парта хушшине ларчĕ.

Совет Союзĕн Геройĕ Илья Мешаков ячĕпе хисепленекен Ярапайкасси шкулĕнче вĕренекенсемшĕн çак кун чылайччен асра юлĕ. Вĕсем вĕренĕве хăтлă çуртра пуçларĕç. «СитиСтрой» чикĕллĕ яваплăхлă общество капиталлă юсав ирттернĕ хыççăн шкул вĕр-çĕнĕ евĕр пулса ларнă. Çак тăрăхри çынсем ăна тахçантанпах кĕтнĕ. Ĕçе подрядчик палăртнă вăхăтра вĕçленĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулне халалланă савăнăçлă линейкăна Чăваш Республикин прокурорĕ Эдуард Гиматов, Чăваш Республикин гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ Сергей Павлов, Чăваш Республикинчи ачаправине хÿтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов, район прокурорĕ Алексей Галахов, Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕ Евгений Степанов тата ыттисем хутшăнчĕç.

Хăнасем ачасене, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне уявпа саламларĕç. Алексей Матросов ачасене çĕнетнĕ шкулта çĕнĕ вăй-хăватпа тарăн пĕлÿ илме ăнăçу сунчĕ. Сергей Павлов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн саламлă çырăвне вуласа пачĕ.

– Хисеплĕ ачасем, пĕлÿ вăл кĕнекери сас палли кăна мар, вăл – харпăрлăх, общество тата патшалăх никĕсĕ, вăл – пуласлăхăн уççи. Кашни урок малашлăха, ăсталăхпа савăнăç патне çул уçса пытăр, – терĕ вăл. Ку шкула кăçал пĕрремĕш класа 5 ача вĕренме килет. Эдуард Гиматов «В школу – с поддержкой» акци шайĕнче ятарлă çар операцине хутшăннă салтакăн ывăлне Кирилл Михайлова асăнмалăх парне пачĕ. Вăл кăçал пĕрремĕш класра вĕренме пуçлать. Шкулта çак кун паллă тепĕр ĕç пулчĕ. Кунта Совет Союзĕн Геройне Илья Мешакова асăнса бюст уçрĕç. Шкул шăпах унăн ячĕпе хисепленет. Вăл малашне ирсерен ачасене ăшă сăн-питпе кĕтсе илĕ, хăйĕн пек хастар çын пулма хавхалантарĕ.

Бюста Эдгар Филиппов художник, скульптор пысăк пахалăхпа ăсталанă. Бюста хатĕрлеме çак шкултан вĕренсе тухнă «Автоуспех» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи Валентина Петрова тата «Фортуна» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи Инесса Казанцева укçа-тенкĕ хывнă. Бюста уçма 10-мĕш класра вĕренекен Егор Александров тата 9-мĕш класра вĕренекен Анастасия Петрова тивĕç пулчĕç. Мероприятие хутшăнакансем бюст умне чĕрĕ чечексем хучĕç, пĕр минут шăп тăчĕç. Бюст уçни ачасене патриотла воспитани парассинче, истори астăвăмне тăсассинче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕ. Илья Мешаковăн мăнукĕ Татьяна Лукина аслашшĕне асра тытнăшăн, çавăн пек тимлĕх уйăрнăшăн тав турĕ. Хăнасем çĕнĕ шкулпа, вĕренÿ условийĕпе паллашрĕç, классенче пулса курчĕç. Сăрă тĕсĕсем çутă та килĕшÿллĕ. Спорт залне çĕнĕ технологипе усă курса хăтлăх кĕртнĕ, кунта ачасем кăмăлласах çÿрĕç. Уяв кунĕнче ачасем шăпах кунта физкультура сехечĕ ирттеретчĕç. Библиотека та тĕрлĕ кĕнекепе пуян. Çавăн пекех хăнасем вĕренÿ процесĕ пирки шкул ертÿçипе Александра Скворцовăпа, педагогсемпе калаçрĕç. Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла, шкул ертÿçи шкулта çĕнĕ сăн-сăпат кĕртме пулăшнăшăн ачасемпе ашшĕ-амăшĕ тата шкул коллективĕ ячĕпе чунтанах тав турĕ.

Савăнăçлă линейка хыççăн республика прокурорĕ тата ыттисем çынсене тĕрлĕ ыйтупа йышăнчĕç. Вĕсене ял, шкул территорийĕсенчи хăтлăх, ятарлă çар операцийĕпе çыхăннă ыйтусем кăсăклантарчĕç.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6