Республикăра виçĕ çĕнĕ шкул уçăлчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 05.09.2025, 10:42 Просмотров: 62

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Чăваш Енте 151 пин ача 374 шкулта вĕренме тытăнчĕ, вăл шутра 13 пин ача пĕрремĕш класа кайма пуçларĕ.

Пĕлÿ кунĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Кÿкеç поселокĕнче педагогсен коллективĕпе, ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕпе çĕнĕ виçĕ шкул уçрĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче вĕсенче республикăри 3,3 пин ача вĕренме тытăнать. Çĕнĕ йышши вĕренÿ заведенийĕсене ВЭБ. РФ – «ПроШкола» структурипе тата «Сбербанк» ПАОпа концесси килĕшĕвĕ туса хута янă, çакă регион бюджечĕн тăкакне чакарма май панă. Шупашкарти «Солнечный» микрорайонти 1400 вырăнлă çĕнĕ шкул 44 номерлĕ лицейăн иккĕмĕш корпусĕ пулать. Ачасем унта пĕр сменăпа вĕренĕç. Олег Николаев çитес çулсенче республикăри пур шкулта та пĕр сменăпа вĕренесси çине куçма задача лартать. Çĕнĕ Шупашкарти «Никольский» микрорайонти 9 номерлĕ шкулăн филиалĕ хими профильлĕ 1100 вырăнлă шкул пулĕ. Ăна та уяв кунĕнче хĕрлĕ хăю касса уçрĕç. Çак шкулта пысăк бассейн пур. Çавăн пекех унта шкул технопаркĕпе мастерской та тунă. Паллах, хими хулишĕн чи пĕлтерĕшли – хими класĕсемпе лабораторисем. Кÿкеç поселокĕнчи çĕнĕ шкула чи малтан пĕрремĕш класа каякан ачасем кĕчĕç. Унта пĕтĕмпе 825 ача вĕренĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ шкулти физика, химипе биологи кабинечĕсемпе лабораторисен пахалăхĕ пысăк пулнине палăртрĕ, робототехникаурокне кĕрсе курчĕ. Пĕчĕк тата пысăк заллă спорт блокĕнче пĕрремĕш кунах самбо тата волейбол вĕренĕвĕсем иртрĕç. Çакна та палăртса хăвармалла, асăннăвиçĕ çĕнĕ шкул Чăваш Республикин Пуçлăхĕнчен Олег Николаевран медиастуди валли оборудовани туянма 3 миллионшар тенкĕлĕх сертификата тивĕçрĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6