Шкул ачин ĕç вырăнĕ пирки

Категория: Общество Опубликовано: 29.08.2025, 14:13 Просмотров: 43

Çу кунĕсем сисĕнмесĕрех хыçа юлчĕç. Шкул ачисен алла кĕнеке тытма, пĕлÿ çулĕпе утма вăхăт çитрĕ. Мĕн пĕлмелле-ха килте шкул ачин ĕç вырăнне йĕркеленĕ чух? Ĕç вырăнне ăçта вырнаçтармалла ?

– Чи лайăх вырăн – чÿрече патĕнче.

– Сылтăм алăпа çыракан ача валли çутă сулахай енчен ÿкмелле, сулахай алăллисемшĕн

– сылтăмран.

– Каç пулттипе вĕренме ачана сĕтел çи лампи кирлĕ тата пĕрлехи çемçе çутă.

– Ачасен пÿлĕмĕсем валли люминесцентлă лампăсем ан туянăр – вĕсем куçа ывăнтараççĕ.

– Ачасен ĕçлев пайне вылямалли вырăнтан уйăрăр – ача урок тăвассинчен ан пăрăнтăр. Вĕренÿ пÿлĕмĕнче стеллажсемпе, кĕнеке шкафĕпе тата ширмăпа усă курăр. Экспертсем ача урок тăвакан вырăна ытлашши çутă тума сĕнмеççĕ: ку вăл ачана концентрациленме чăрмантарать.

Ача урок тумалли сĕтелпе пукан пирки

– Вĕренекен ачан чавси сĕтел çинче выртмалла, урисен вара урайĕнче е урасем тĕкĕлемелли вырăнта тÿрĕ кĕтеспе вырнаçмалла.

– Сĕтел çи сарлака пулни вырăнлă: унта шкул ачи хăйĕн вĕренÿ кĕнекисене вырнаçтарма пултартăр тата ăна компьютерпа ĕçлеме тулли май пултăр. Сĕтелĕн сарлакăшĕ – 60-80 см, тăршшĕ – 120-150 см пулни вырăнлăрах пулнине шута илĕр.

– Çаврăнакан пукансем туянма сĕнÿ çук: вĕсем ачан кĕлетке тытăмне пăсаççĕ. Кун пек чухне çурăм шăммине тĕкĕ паракан ортопеди кресли лайăхрах шутланать. Сĕтел-пукан туяннă чух ăна ача ÿснĕçемĕн ÿстерме май пуррине пăхăр. Сĕтел çÿллĕшне палăртнă чух ачан ÿсĕмне шута илĕр:

– 115-130 см çÿллĕш ачана урок тума, кĕнеке вулама 52 см çÿллĕш сĕтел кирлĕ;

– 130-145 см – 58 см;

– 145-160 см – 64 см;

– 160-175 см – 70 см;

– 175 сантиметртан çÿллĕрех пулсан – 76 см.

Управ вырăнĕ

Ачана шкула ярсан, вăл хăйне вĕренме кирлĕ хатĕрсене ăçта упрасси пирки лайăх шутлăр. Вăл ачашăн та, сирĕншĕн те меллĕ пултăр:

– ешчĕксенче;

– сĕтел çинчи полкăсенче;

– çакса ямалли органайзерсенче;

– рюкзак çакмалли çекĕлте.

Шкула каякан ачăрпа шкул хатĕрĕсен меллĕ управне шута илĕр. Çакна валли шкафсемпе çÿлĕксем çине наклейкăсем çыпăçтарăр – ачана хăйне кирлĕ хатĕре шыраса тупма меллĕ пулать. Алă айĕнче вĕренÿре час-час кирлĕ пулакан кĕнекесемпе тетрадьсем пулни аван. Ыттисене тĕплĕрех управа хума та юрать.

Компьютер

Вĕренÿре усă куракан компьютерăн мониторĕ куçран 60-75 сантиметрта куç умĕнче пулмалла. Ачана ĕç вырăнĕ тивĕçтерет пулсан, унăн вĕренÿре ĕлкĕрсе пырасси те уксахламĕ.

Объясняем.рф.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6