Çу кунĕсем вĕçленсе пынă май, Катькас тăрăхĕнче пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшас ĕçе пикенчĕç. Штурмовиксем ыйтнипе вĕсем дронсенчен хÿтĕленме май паракан 10 пĕркенчĕк çĕлерĕç.
«Калайкассинчи «Дорисс» заправка ĕçченĕсене Михаил Маслова, Сергей Пискарева тав тăватпăр. Вĕсем пĕркенчĕк тата пончо çĕлеме 4 рулон материал туянса пачĕç. Питĕ пысăк тав ентешсене, яланах пулăшма тăрăшатăр. Пурне те сывлăх, ĕçре ăнăçу сунатпăр», — пĕлтерет «Моргаушцы-ZА Победу!» волонтер ушкăнĕн активисчĕ Натали.
Август 2026 |
