Шатракассинче – ҫӗнӗ клуб

Категория: Общество Опубликовано: 29.08.2025, 13:59 Просмотров: 28

Ял-йыш пуҫарулӑхӗпе, пӗрлӗхӗпе ҫӗкленчӗ вӑл. Ҫапла чун-чӗререн саламласа каларӗ Муркаш муниципалитет округ администрацийӗн культурӑпа архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Любовь Рыжкова. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал проект – пӗрлехи вӑйпа ялти пурнӑҫа улӑштарма май панин ҫутӑ тӗслӗхӗ.

Ҫак пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗн пуҫламӑшӗнче тӑракансене уйрӑмах тав тумалла. Любовь Рыжкова пуҫарулӑх ушкӑнӗн ертӳҫине Светлана Козловӑна, КФХ ертӳҫине Елена Скворцовӑна тата Шатракасси клуб заведующине Надежда Ершовӑна Муркаш муниципалитет округӗн администрацийӗ ячӗпе тавсӑмахӗ каларӗ. Вӗсен вӑй-хӑвачӗпе тӗллевӗ проекта пурнӑҫа кӗртме пулӑшрӗ. Ҫӗнӗ клуба пуҫарулӑх бюджечӗн программипе килӗшӳллӗн туса лартрӗҫ. Ял ҫыннисем проекта пурнӑҫа кӗртме хастар хутшӑнни ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫлессин никӗсӗ пулса тӑчӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6