Хурт-хăмăр ĕçчен те сăпайлă çынна юратать. Унăн аллинче вăл хунать, çултан-çул ытларах продукци парать. Муркаш муниципалитет округĕнче вĕлле хурчĕ ĕрчетессипе тăрăшакансем – шăпах çавăн пек ĕçченсем. Вĕсем çунатлă тусĕсемпе пĕр чĕлхе тупнă. Çавăнпах ĕç ÿсĕмĕсем те çулсерен сумлă та курăмлă. Çакăнта кашни утарçă тăрăшулăхĕ малти вырăнта. Халĕ каланине шута илсе 16 çул ĕнтĕ пирĕн округра «Сывлăх пыл хурчĕн çунаттисем çинче» республикăри Пыл уявĕ иртрĕ. Кăçал вăл Раççей ялавĕн кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Яркое лето Чувашии» проекчĕ шайĕнче Муркашра çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Сывлăх» спорт шкулĕ умĕнчи лапамра иртрĕ. Асăннă уявпа муркашсем ыттисемшĕн республикăра тĕслĕх пулнине унта хутшăнакансем хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç.
Асăннă кун тĕп лапама халăх йышлă пухăнчĕ. Вĕсем хушшинче хурт-хăмăр продукцийĕ сутакансем те, вĕсен ĕçĕпе кăсăкланакансем те, çĕнĕ пыл туянас кăмăллисем те, утарçăсене саламлакансем те йышлă пулчĕç. Савăк кун «Пыл уявне чĕнетпĕр!» театрализациленĕ юрă-кĕвĕ композицийĕнчен пуçланчĕ. Уява пухăннисене малтанах Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов саламларĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче хурт-хăмăр ĕрчетессипе ĕçлекенсен йышне тата вĕсем туса ирттерекен ĕç калăпăшне кăтартса хăварчĕ. Пирĕн округра паянхи куна асăннă отрасле аталантарассипе Мичурин яч. хис. Агрофирма ĕçлет тата 223 кил хуçалăхра 2500 яхăн пыл хурчĕн çемйине тытаççĕ. Кашниех хăйĕн тăрăшулăхĕпе хурт-хăмăр отраслĕн аталану çулне якатать.
– Хисеплĕ утарçăсем, эсир суйласа илнĕ ĕç сирĕншĕн те, пирĕн обществăшăн та, малашлăхшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сирĕн алăри хурт-хăмăр продукцийĕ халăхăмăр сывлăхĕшĕн, унăн ăс-хакăлĕшĕн, муниципалитет округĕн экономика аталанăвĕшĕн, çынсен ăс-хакăл тăнăçлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна ăнăçлă аталантарни ыранхи куна çирĕп пăхма май парать, – терĕ Муркаш енри утарçăсене вĕсем экономикăпасоциаллă пурнăç аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртса муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов. Пуçăннă ĕçре ăнăçу сунса Алексей Николаевич вĕсене малашне те ÿсĕмлĕ те тухăçлă ĕçлеме, çĕнĕлĕхсене алла илме ăнăçу сунчĕ. Уявра хастар утарçăсем муниципалитет округĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç. Вĕсем: Муркаш территори пайĕнчи Владимир Иванов, Уйкас Янасалти Петр Константинов, Ильинка тăрăхĕнчи Евгений Матвеев, Муркашри Константин Марков, Хорнуйĕнчи Ираида Михайлова, Чуманкасси территори пайĕнчи Радимир Семенов, Мăн Сĕнтĕр территорипайĕнчи Сергей Шаландаев, Йÿçкасси территори пайĕнчи Илья Яковлев – Муниципалитет округĕнче пурăнакансем умĕнче республикăри «Хурт-хăмăр ĕрчетес агентство» уçă акционер обществин ертÿçипе Анатолий Васильевпа унăн çумĕ Геннадий Максимов тухса калаçрĕç. Вĕсем муркашсене малашне те хурт-хăмăрпа туслăрах пулма ăнăçу сунчĕç. «Çакна валли сирĕн ăсталăх та, вăй-хал та çитет. Йывăрлăх сире хăратманнине эпир курса тăратпăр», – терĕ вĕсем ăста утарçăсене чысланă май. Хурт-хăмăр ăстисен уявĕнчи тĕп конкурс чи лайăх пыла палăртасси пулчĕ. «2025 çулхи чи лайăх пыл» номинаци çĕнтерÿçисем çаксем пулчĕç: пĕрремĕшĕ – утарçăсен династине малалла тăсакан Евгений Матвеев (Мăн Шашкар ялĕ), иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Зинаида Ивановăпа (Хорнуй территори пайĕ) Сергей Шаландаев (Мăн Сĕнтĕр территори пайĕ). Тăваттăмĕш вырăнта – Василий Федоров (Муркаш территори пайĕ) .Пыл уявĕнче кунĕпех никама та кичем пулмарĕ. Утарçăсем пыл сутса савăнчĕç. Туянакансем вара паха пылшăн хĕпĕртерĕç. Çакăн пек уяв туса панăшăн кашниех муниципалитет округĕн администрацине тав турĕ.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
