Иртнĕ эрнекун Муркашри вăтам шкулта ĕçлĕ лару-тăрура муниципалитет округĕнчи учительсен августри конференцийĕ иртрĕ. Унăн теми – Раççей Федерацийĕнчи общество аталанăвĕнче наци тĕллевĕсене пурнăçласа муниципалитет тытăмĕнче хальхи вĕренÿ системине йĕркелесси.
Конференцие Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов уçрĕ.
– Вĕренÿ валли уйăракан укçа-тенкĕ округ бюджетĕнче чи пысăкки. Ăна йĕркелесе эпир кашни шкулăн, ача сачĕн, хушма вĕренÿ учрежденийĕн ыйтăвĕсене вăхăтра татса пама тăрăшатпăр. Паянхи куна ача сачĕсемпе пур шкул та вĕренÿ çулне хатĕр. Çакна валли вырăнти бюджетран 39 милли- он тенкĕ уйăртăмăр. Паянхи куна Москакассинче 160 ача вырнаçмалăх «Колокольчик» ача сачĕ ĕçе кайма хатĕр. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 30 çамрăк хăйĕн тăрăшулăхĕпе тата малашлăх тĕллевĕпе ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçрĕ. Çулсерен 100 вĕренекен Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕн стипендине илет. Çакă вăл пирĕн малашлăхпа çыхăннă, – терĕ Алексей Николаевич.
Конференцири тĕп доклада муниципалитет округ администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ – вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова турĕ. Зоя Юрьевна «Вĕренÿ» наци проектне пурнăçласа Чăваш Республики йĕркеленнĕренпе 105 çул çитнĕ май Чăваш Республикин экономикăпа социаллă аталанăвĕн комплекслă программине реализацилесе яллă вырăнти вĕренÿ услугисен пахалăхне эффективлă ÿстермеллине палăртрĕ. Çак тĕллевпе умри ĕç планĕсем:
1. Вĕренÿ учрежденийĕсен инфраструк- турине çителĕклĕ модернизацилесси.
2. Вĕренÿ пахалăхĕпе тивĕçтересси.
– Цифра технологийĕсемпе усă курса вĕренÿ пахалăхне лайăхлатма пăхнă хальхи вĕренÿ программисене пурнăçа кĕртесси, паянхи общество ыйтнине тивĕçтересси, информацие туллин алла илме вĕренĕвĕн тĕрлĕ стилĕпе усă курса индивидуаллă вĕрентесси.
– Педагогсене квалификаци ÿстернĕшĕн тĕкĕ парасси, ĕç опычĕпе тата професси аталанăвĕпе паллаштарасси.
3. Ял шкулĕсенче ĕçлессин илĕртÿлĕхне ÿстересси.
– Шкула ĕçлеме килекенсене конкурентлă ĕç условийĕсем туса парасси, вĕсене социаллă тĕкĕ парассине пăхасси малти вырăна кăларасси.
– Карьера тата професси тĕлĕшпе аталанма условисем туса парасси.
4. Дистанци тата цифра вĕренĕвне аталантармалла.
– Кунта электрон платформăсемпе онлайн-курссене, вĕренĕве анлăлатмалли ресурссене пурнăçа кĕртесси.
– Ялти шкулсене пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтарасси.
5. Уйрăмах пултаруллă тата талантлă ачасене тĕкĕ памалла.
– Ятарлă программăсене, олимпиадăсемпе конкурссене тата кружоксене уйрăмах тăрăшуллисене палăртма йĕркелесси, предметсене тĕплĕ вĕренме хавхалантарасси, ытти наукăпа интереслентересси.
– Пултарулăха аталантарма наставниксемпе усă курасси.
6. Пур категорири ачасене те пĕлÿ илме пулăшмалла.
– Инвалид ачасене вĕренÿ программине хăнăхтарасси, ăна вĕсем майлă тăвасси.
7. Ашшĕ-амăшĕсене тата вырăнти пĕрлешÿсене вĕренÿ системине явăçтармалла.
Общество аталаннăçемĕн технологи процесĕсем те паха пĕлÿ ыйтаççĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе паян Раççей вĕренĕвĕн 2036 çулчченхи тата малашлăхри 2040 çулчченхи Стратегине аталантарасси тĕп вырăнта тăрать. Унăн тĕп тĕллевĕ – Раççейăн тăнăç аталанăвне унăн çыннисем урлă йĕркелесси. Ăна пурнăçламасан малашнехи утăмсем те ăнăçлă пулаймĕç. Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче республикăри Аслă экономика канашĕнче ЧР вĕренÿ министрĕ Дмитрий Захаров Чăваш Республикин вĕренÿ системин аталанăвĕн 2025 – 2030 çулсенчи стратегийĕпе паллаштарнă.
Анатолий ПЕТРОВ.
Август 2026 |
