«Пулăшнăшăн пысăк тав»

Категория: Общество Опубликовано: 29.08.2025, 10:56 Просмотров: 30

Иртнĕ эрнере Муркаш муниципалитет округĕнче «Единая Россия» партин «Ачана шкула хатĕрле» акцийĕ малалла ĕçлерĕ. Вăл пулăшу алли тăсса пани ялта пурăнакансемшĕн те курăмлă пулчĕ.

Ку хутĕнче пулăшу Ярославкăра пурăнакан нумай ачаллă çемьене çитрĕ. Любăпа Леонид Хозиковсем 5 ача ÿстереççĕ. Аслă ывăлĕпе хĕрĕ кăçал Шупашкарти колледжа вĕренме кайнă: пиччĕшĕ автослесарь пулма хатĕрленет, йăмăкĕ – воспитатель. Çак кунсенче нумай ача амăшне тата унăн ывăлне Артема «Единая Россия» партин вырăнти организацийĕн ĕç тăвакан секретарĕ Светлана Степанова округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ Александр Иванов ячĕпе шкула çÿреме рюкзаксемпе канцеляри таварĕсем парнелерĕ.

«Пулăшнăшăн пысăк тав», – терĕ Любовь Александровна (сăн ÿкерчĕкре сылтăмри). Телейлĕ Артем вара рюкзака кăкăр çумне пăчăртарĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6