Мӑн Сӗнтӗр шкулне – ҫӗнӗ автобус

Категория: Общество Опубликовано: 29.08.2025, 10:46 Просмотров: 32

Пӗлӳ кунӗ умӗн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев округсенчи шкулсене ҫӗнӗ 39 автобус пачӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ, ҫак шкулсен йышӗнче пирӗн округри Мӑн Сӗнтӗр шкулӗ те пур.

Автобуссене памалли церемоние округ пуҫлӑхӗ Алексей Матросов, округ пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан – вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗ Зоя Дипломатова, Мӑн Сӗнтӗр шкул директорӗ Людмила Ванюшкина хутшӑнчӗҫ. Округ пуҫлӑхӗ Алексей Матросов асӑннӑ пулӑм регионти вӗренӳ учрежденийӗсемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ, влаҫ шкул ачсемпе педагогсем валли хӑтлӑ условисем туса парассишӗн тӑрӑшнине каларӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6