Правительство çуртĕнче эрнесерен ирттерекен канашлура Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева алкоголь рынокĕнчи йĕркелÿ сферинчи кăçалхи тĕрĕслев ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. Çичĕ уйăхра, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, алкоголь продукцийĕпе усă курасси пĕр çын пуçне тивекен виçе 0,21 литр чухлĕ чакнă.
«Алкоголь продукцине ĕçесси чакрĕ. Обществăлла апатланăвăн икĕ предприятийĕ ĕçлеме пăрахрĕ, «псевдоресторансем» тетпĕр вĕсене. Паллă брендсен 10 алкомаркечĕ хупăнчĕ», – информаципе паллаштарнă май палăртать экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Лариса Рафикова. Çакă – республика ертÿлĕхĕ чикĕлевсем кĕртес тĕлĕшпе тунă йышăнусен пĕтĕмлетĕвĕ.
Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ чикĕлев вăя кĕрет. Республикăри пур лавккара та эрех продукцине туянасси икĕ сехет маларах вĕçленет, 9 сехетпе 22 сехетчен кăна туянма пулать. Эрех-сăра суту-илĕвĕнче ытти чикĕлев те пур. Пĕрремĕш çур çулта надзор органĕсем суту предприятийĕсенче 1200 ытла профилактика ĕçĕ ирттернĕ, 150 ытла асăрхаттару тăратнă. 2 уйрăм предпринимателе тата 20 организацие административлă яваплăха кĕртнĕ. «2025 çул вĕçĕччен Чăваш Ен Экономика аталанăвĕн министерстви çĕнĕ хăрушлăх индикаторĕсем палăртать. Алкоголь продукцийĕпе усă курассине тата унпа наркăмăшланассине чакарас тĕлĕшпе регионта çĕнĕрен йышăннă чикĕлевсене пурнăçлани çине уйрăм тимлĕх пулĕ», – палăртать Лариса Рафикова. Регион пуçлăхĕ Олег Николаев алкоголь продукцине саккуна пăсса сутакансем тĕлĕшпе çирĕп мера йышăнма сĕнет, тăтăш тĕрĕслев ирттерме, йĕркене пăсакансемпе оперативлă ĕçлеме хушу лартать. Çавăн пекех регион ертÿçи Олег Николаев «вейп» сутакансемпе тимлĕ пулмаллине палăртать. «Ку темăпа çынсенчен чылай ыйту илетĕп. Çак енĕпе активлă позици йышăнмалла. Федераци йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн регионта та çивĕч мера çирĕплетме хатĕр пулмалла», – палăртать Олег Николаев.
Хамăр инф.
Август 2026 |
